Палăксенче - пирĕн истори

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2020, 15:42 Просмотров: 493

 Паян Раççей çыннисем паллă та пысăк уява - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене парăнтарнăрапа 75 çул çитнине - чун-чĕререн кĕтеççĕ. Эпир, вăрçă ачисем, çак çĕнтерỹ хакне питĕ лайăх пĕлетпĕр. Вăл мĕн чухлĕ инçетерех кайса пырать, çавăн чухлĕ ытларах ирĕке кăларакансемпе мухтанатпăр, хаклатпăр. Вĕсем пире тăшман чури пулма паман. Гитлерăн вара ĕмĕчĕсем пысăк пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисене те, вĕттисене те пĕр хĕрхенмесĕр вĕлернĕ.

Тутар Тимешпе Кĕçĕн Шăнкăртамран вăрçа 148ăн тухса кайнă, шăпах çурри çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Эпир пĕлнĕ тăрăх, 26шĕн чунĕ Раççейĕн 24 облаçĕнче тата Европăри тăванла икĕ масарта канлĕх тупнă, 46-шĕ хыпарсăр çухалнă.

Пĕлтĕр, 2019 çулта, эпир, паттăрсен ачисемпе мăнукĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксене сума суса палăк лартрăмăр. Гранит 6 плита çине пуç хунисен тата таврăннисен ячĕсене те çырса хунă.

Паян пирĕн иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пулнă салтаксен паттăрлăхĕ пирки çитĕнекен ăрăва каласа памалла. Çак ĕçе пурнăçлама шăпах палăксем пулăшаççĕ. Вĕсем историн пĕр пайĕ тесен те йăнăш мар. Çĕршер çул иртсен те, ăру вырăнне ăру çи- тĕнсен те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ куна - майăн 9-мĕшне - тата фашистсем тапăнса кĕнĕ июнĕн 22-мĕшне манма юрамасть.

Пирĕн районти ялсенче фашистсемпе çапăçса вилнĕ салтаксене хисеплесе палăксем лартнă. Вĕсенчен нумайăшне юсамалла, анчах техника паспорчĕ пурин те çук. Документ пулмасан саккунпа килĕшỹллĕн шута та тăратмаççĕ, юсама укçа-тенкĕ та уйăрмаççĕ. Çавна май Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи палăксем пирки тивĕçлĕ хутсем ха- тĕрлеме сĕнесшĕн.

Çĕнтерỹ кунĕ çывхарнă май палăксене юсама, тирпейлеме те манас марччĕ.

Т. ШАКУРОВ, районти АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕн çумĕ.

Редакцирен:

Нумай пулмасть редакцине пĕр арçын шăнкăравларĕ. Шел пулин те, ятне те, хушаматне те каламарĕ. Вăл ялти масарсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулччен вилнĕ салтаксен вил тăприйĕсем ытла та мĕскĕннĕн курăннине, палăкĕсем те çуккине (1990 çул хыççăн вилнисене патшалăх тỹлевсĕр палăк парать) пăшăрханса каларĕ. Аманса таврăннăран хăшĕ-пĕри авланайман та. Ачи-пăчи пулманран, тăванĕсем манăçа кăларнăран вĕсем канлĕх тупнă вырăна тасатса тирпейлекен те çук. Тăшмана çапса аркатнăранпа 75 çул çитнĕ май пире çут хĕвел кăтартассишĕн çапăçнисене сума сусан тем пек аван пулмалла та вĕт...

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика