Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2020, 15:40 Просмотров: 458

Производство организаторĕ, вăрманçă, патшалăх деятелĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ (2000 çул), Чăваш АССРĕн промышленнăçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1990) Николай Геннадьевич Урмаков 65 çул каялла, 1955 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Пăлапуç Нурăс ялĕнче çуралнă.

Г. Урмаков Мари патшалăх политехника институтĕнчен (халĕ Атăлçи патшалăх технологи институчĕ) вĕренсе тухнă. Вăрманçă пулса ĕçлеме пуçланă. Унтан вăрман ĕрчетессипе инженерта, тĕп вăрманçăра, Йĕпреçри вăрман комбинатĕнче директорта, вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. 1996 çултанпа - Чăваш вăрман комитечĕн председателĕ, 1998 çултанпа - Чăваш Республикин патшалăх комитечĕн председателĕ. 2000-2004 çулсенче - Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен комитечĕн председателĕн çумĕ, Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата тавралăха сыхлакан тĕп управлени начальникĕн çумĕ. 2004-2006 çулсенче - Чăваш Республики Вăрман хуçалăх агенствин ертỹçи, 2006-2009 çулсенче - Йĕпреç вăрман хуçалăх директорĕ, Чăваш Республикин çут çанталăх ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ.

30 ытла наука публикацийĕн, çав шутра виçĕ кĕнекен авторĕ.

1998 çулта ентеше Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.

Педагог, РСФСР халăх çут ĕç отличникĕ (1954 çул),чăваш писателĕ, Чăваш писателĕсен канашĕн членĕ (1993), Эмине тата А. Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ (1993, 1994), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Василий Егорович Яковлев (Велвокай) 105 çул каялла (1915 çулхи майăн 3-мĕшĕнче çуралнă, 2017 çулхи январьте вилнĕ) Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă.

В. Яковлев Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. 1945-1984 çулсенче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ, рисовани предметне ертсе пынă.

Литературăпа 1930 çулсенче интересленме пуçланă. Унăн пĕрремĕш сăввисем 1936 çулта районта "Паянхи сас" ятпа тухса тăракан хаçатра кун çути курнă. Вăл сăвăсемпе калавсен, эссесен, заметкăсен, пьесăсен, тĕнчери тĕрлĕ чĕлхерен чăвашла куçарăвĕсен авторĕ. Унăн "Асăнмалăх панулми" калавĕ пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк литературин 26-мĕш томĕнче чăвашла тата турккăлла пичетленнĕ.

В. Велвокай "Сăвăмпа савăнтарăп сана", "Çунатлă çамрăклăх", "Вутра çуралнă юрату", "Ире эп юрăпа кĕтетĕп" кĕнекесем кăларнă.

Ентешĕмĕре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.

("Çулталăк кĕнекинчен").

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика