Ир лартатăн - тухăçлă пулатăн

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2020, 10:39 Просмотров: 425

Çурхи ыхра сулхăн, нỹрĕк çителĕклĕ тăпрана килĕштерет. Унăн калчи 6-8 градус ăшăра аван шăтса тухать. Температура 20 градуса çити ăшăтсан тымарсем начартарах ỹсеççĕ.

Лартмалли ыхра пуçĕсене тĕшĕлемелле, 2 грамран кая мар шăлсене илмелле. Ун пек шăлсенчен 20 грамран кая мар йывăрăш ыхра пуçĕсем ỹсеççĕ.

Шăлсене вĕсем мĕн пысăкăш пулнине суйласа илмелле: шултри, вăтамми, вĕтти. Кашни ушкăна уйрăм лартмалла. Хутăш лартас пулсан ыхра пуçĕсем пĕр харăс ỹссе çитеймеççĕ. Çавăнпах вĕсене тĕрлĕ вăхăтра кăларма тивет.

Лартмалли ыхра шăлĕсене 2-3 сехете кĕрен марганцовка шывĕнче тытмалла. Унтан пĕр-пĕр татăк çине кăларса хумалла, нỹрĕ татăкпа хупламалла. Ыхра шăлĕсем сăмсаланасса кĕтмелле. Шăтма пуçласан йăрансене лартмалла. Ретсене пĕр-пĕринчен 20-25 сантиметрта вырнаçтармалла, ыхра шăлĕсене пĕр-пĕринчен 5-6 сантиметртан, 2-3 сантиметр тарăнăшне лартмалла. Ытла тарăна лартсан ыхра час пулса çитеймест.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика