РЕСПУБЛИКĂРА, вăл шутра пирĕн районта та, наци проекчĕсем пурнăçа начар мар кĕрсе пыраççĕ. Çавăн пекех ачаллă çемьесене патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшу паракан "Демографи" программи те ăнăçлă ĕçлет. Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайран пĕлтернĕ тăрăх, ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли çинчен калакан федераллă саккунпа апрель уйăхĕнче ачапа ларакан 208 амăшне уйăхсерен паракан пособие 1,2 миллион тенкĕ, виççĕшне пĕр хутчен паракан пособие 54 пин тенкĕ, çар службинче тăраканăн пĕр ачишăн 12,2 пин тенкĕ панă. Çак ĕçсем пурте вăхăтлă пурнăçланса пыраççĕ.
Кăçал асăннă программăпа патшалăх енчен паракан социаллă пулăшу валли 22,3 миллион тенкĕ пăхнă. Çакна та асăрхаттарса хăвармалла. Ача пособийĕпе çыхăннă документсемпе заявленисене килтен тухмасăрах çитерме пулать, кирлĕ хутсене патшалăх çăмăллăхĕн сайчĕ урлă е районти социаллă хỹтлĕх пайĕн электронлă адресĕ çине çеç ямалла.
Август 2026 |
