Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2020, 09:41 Просмотров: 236

Икĕ экзамен çеç тытаççĕ

Кăçал тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансем хăйсем суйласа илнĕ предметпа патшалăх экзаменне тытмаççĕ. Кун çинчен Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ С. Яковлев пĕлтернĕ.Тулли мар вăтам пĕлỹ илни çинчен документа илес тесен икĕ экзамен - вырăс чĕлхипе тата математикăпа çеç тытмалла пулать. Ачасем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тăван шкултах тытаççĕ. 11-мĕш классенче вĕрекенсен вара патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене парассинче улшăнусем çук.

 Ятне улăштарнă

Çак кунсенче Чăваш Енри ял хуçалăх академийĕ хăйĕн ятне улăштарнă. Халĕ вăл Чăваш патшалăх аграри университечĕ ятне илнĕ. Кун çинчен калакан приказа Раççей ял хуçалăх министерстви кăларнă. Çак университетăн ректорĕ пулма Андрей Макушева çирĕплетнĕ.

 Власть бизнеса тĕрев парать

Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса тĕрев парасси çинчен указ тухнă. Ку документ коронавирус сарăлнă лару-тăру çивĕчленнĕ условисенче тăкак тỹснĕ предприятисене тĕрев парассине пырса тивет. Унта налуксемпе ытти тỹлевсем хывассинче çăмăллăхсем туса парассипе çыхăннă мерăсене палăртнă. Çавăн пекех апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Енĕн харпăрлăхĕ шутланакан куçман пурлăх объекчĕсене арендăна илнĕшĕн тухакан укçана тỹлеттермеççĕ, палăртнă вăхăт чухлĕ отсрочка параççĕ.

Владимир Викторов - тĕп тухтăр

Унччен ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулнă Владимир Викторова Шупашкар районĕн больницин тĕп тухтăрне лартнă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов коллектива çĕнĕ тĕп тухтăрпа паллаштарнă.

Республика кунĕ тĕлне хатĕр пулать

Шупашкарти Хĕрлĕ лапама кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне реконструкцилесе пĕтереççĕ. Ĕçсен 75 процентне хальлĕхе пурнăçланă.

 Чи лайăх музейсене палăртнă

"ТурСтар" портал çĕршыври чи лайăх ỹнер музейĕсен рейтингне хатĕрленĕ. Вĕсен ĕçне виртуаллă куравсемпе экскурсисем, онлайн-турсем, социаллă сетьсенчи трансляцисем тăрăх хакланă. Виртуаллă экскурсисем йĕркелес енĕпе Чăваш патшалăх ỹнер музейĕ те палăрнă.

Çĕнĕ конкурс

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ачасемпе çамрăксем валли чăвашла кĕнеке çыракан авторсене укçан хавхалантарма конкурс ирттерет. Ал çырăвĕсене çак номинацисемпе йышăнаççĕ: шкул çулне çитмен тата кĕçĕн ỹсĕмри ачасем валли çырнă хайлавсем (50 пин тенкĕлĕх хавхалантару), вăтам ỹсĕмри шкул ачисем валли çырнă хайлавсем (75 пин тенкĕлĕх хавхалантару), аслă ỹсĕмри шкул ачисем валли çырнă хайлавсем (75 пин тенкĕлĕх хавхалантару). Материалсене 2020 çулхи майăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, 2-мĕш хут, 2-мĕш кабинет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика