Предпринимательсене пулăшусăр хăвармĕç
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти суту-илӳ комплексĕсен ертӳçисен ыйтăвĕсене хуравланă. Канашлу видеоçыхăну мелĕпе иртнĕ. 500 тăваткал метртан пысăкрах лавккасене вăхăтлăх чарса лартма йышăннă. Хĕрӳ ĕççи пуçланнă май ял хуçалăх техникине сутма ирĕк панă. Предпринимательсем хăш-пĕр суту-илӳ вырăнĕсене уçма май пуррипе, тупăш илейменнисене патшалăх мĕнпе пулăшнине кăсăкланнă. Предприятисене пулăшас тĕллевпе Правительство çăмăллăхсем палăртнă. Калăпăр, кредитсемпе налуксене 6 уйăх хушшинче тӳлесе татма ирĕк панă. Шалу тӳлемешкĕн банксем процентсăр е пĕчĕкрех ставкăллă кредитсем парĕç, штрафсенчен хăтарĕç.
Ача кĕтекен хĕрарăмсене йышăнма хатĕр
Коронавирус инфекцийĕ кирек хăш ӳсĕмри çынсене те ерме пултарать, çав шутрах — ача кĕтекен хĕрарăмсене те. Çакна шута илсех пирĕн республикăра Шупашкарти хула 1-мĕш клиника больницин 3-мĕш акушер стационарĕнче ача кĕтекен хĕрарăмсене йышăнмашкăн 54 вырăн йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва куллен тĕрĕслесе тăрать, медицина учрежденийĕсем чирлисене пулăшма мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланать. Вăл 3-мĕш акушер стационарĕнче пулнă, унта пациентсене йышăнас тата медицина пулăшăвĕ кӳрес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тунипе паллашнă.
Сыхă пулмалла
ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров каланă тăрăх, кивĕ типĕ курăка çунтарнă май иртнĕ эрнере кăна республикёра 53 пушар тухнă.Иртнĕ кану кунĕсенче пулнă 42 пушартан 35-шĕ шăпах курăка чĕртсе янипе сăлтавланнă. Пысăк лаптăксем çуннă: Улатăр районĕнче — 180, Тăвай районĕнче — 80 гектар. 8 тĕслĕхре вут-çулăм çурт-хуралтă çине те сиксе ӳкнĕ: Шупашкарта виçĕ дача çунса кайнă, республикăн тĕрлĕ районĕнче хуçасăр темиçе çурт кĕлленнĕ.
Конкурссене хутшăнма чĕнеççĕ
Апрелĕн 16-мĕшĕнче «Ертӳçĕсен команди» тата «Ҫамрăк лидерсем» конкурссем пуçланĕç. Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕпе Вĕрентӳпе çамрăксен политикин министерствин пуçарăвĕпе иртеççĕ. Конкурса хутшăнакансен lider.cap.ru сайтра регистрациленмелле. Заявкăсене майăн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Социаллă пенсисем ӳснĕ
Республикăра пурăнакансен 8% - пенсионерсем, Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Роза Кондратьева вĕсене савăнтарма тивĕç хыпар пĕлтернĕ: апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 6,1% пысăкланнă. Калăпăр, ачаран инвалидсен пенсийĕ 770 тенкĕ хушăнать, вăрçа хутшăннисен, икĕ пенси илекенскерсен — 818 тенкĕ
Август 2026 |
