Халăха хумхантаракан ыйтусене уçăмлатрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2020, 10:49 Просмотров: 283

Паянхи кун кирек хăш темăпа калаçу хускатсан та коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас ыйту патне çитетпĕр. Ку енĕпе телевидени-радио, Интернет уçлăхĕ, хаçатсем сахал мар ĕç тăваççĕ пулин те халăха хумхантаракан ыйту та чылай-ха. Шăпах вĕсене уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Ен территорийĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине хирĕç кĕрешекен тата вируса республикăна урăх çĕртен илсе килме пултарасран асăрхаттарас енĕпе тимлекен оперативлă штаб çумĕнчи ĕç ушкăнĕ апрелĕн 9-мĕшĕнче тỹрĕ лини ирттерчĕ. Сăмах май каласан, çакнашкал уçă калаçу иккĕмĕш хут йĕркелерĕç.

Ĕç ушкăнĕн ертỹçи - ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, тỹрĕ линие уçнă май, пирĕн республикăра çак хăрушă вирус эпидемийĕ сарăлассине чарас тĕлĕшпе мĕн май килнине йăлтах тума тăрăшни çинчен аса илтерчĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йышăннă указсене яваплăха туйса çирĕп пăхăнмаллине çивĕчлетрĕ.

Çынсене ытларах çакăн пек ыйтусем хумхантараççĕ: "Субботниксем йĕркелеме юрать-и?", "Дистанци мелĕпе вĕрентесси", "Дача сезонĕ вăхăтĕнче участока кайса çỹрес пирки", "Мăнкун праçникĕнче чиркĕве кайма юрать-и?" тата ытти те.

Çак тата ытти ыйтусене тулли хуравсем пачĕç тỹрĕ лини вăхăтĕнче оперативлă штаб çумĕнчи ответлă ĕçченсем.

А. ИЛЬИН

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика