Общество канашĕ - халăхшăн

Категория: Публикации Опубликовано: 07.04.2020, 11:54 Просмотров: 287

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче район администрацийĕ çумĕнче граждансен, вырăнти хăй тытăмлăх, районти экономика пурнăçĕпе социаллă аталану ыйтăвĕсене татса панă çĕрте ырă сĕнỹпе, канашпа пулăшас тĕллевпе Общество канашĕ туса хуни виççĕмĕш çул. Ăна Анатолий Самакин ертсе пырать. Районти депутатсен Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче вăл шăпах районти Общество канашĕ иртнĕ çулхи ĕçĕ пирки отчет туса пачĕ. Анатолий Дмитриевич пирĕн хăш-пĕр ыйтăва хуравлама та хирĕçлемерĕ.

- Районта обществăлла организацисем сахал пур: профсоюз пĕрлĕхĕ, хĕрарăмсен, арçынсен канашĕсем, старостăсем... Çавăн пекех вĕсен çумне çĕнни - Общество канашĕ - хутшăнчĕ. Хăвăрăн йыш, çĕнĕ пĕрлĕхĕн тĕллевĕ, ĕçĕ пирки кĕскен паллаштарсамăр.

- Пирĕн канашра вăхăтĕнче район шайĕнчи тĕрлĕ яваплă ĕçре тăрăшса хисеп çĕнсе илнĕ ĕç ветеранĕсем, производствăра тăрăшнă хастарсем. Паян пирĕн йышра 13 çын. Пире час-часах пуçтарăнса канашлама май килмест пулин те, ку таранччен сакăр лару ирттертĕмĕр. Юлашки вăхăтра район активĕпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе вырăна тухса канашлусем ирттересси те ырă йăлана кĕчĕ.

- Анатолий Дмитриевич, ларусенче мĕнлерех ыйтусем хускатнине кĕскен те пулин аса илĕр-ха?

- Эпир кун йĕркине лартнă ыйтусем пурте халăхăн пурнăç условийĕсене лайăх енне улăштарассипе, вĕсене социаллă хỹтлĕх пама пулăшассипе çыхăннă: Общество канашĕпе район администрацийĕн, вырăнти ял тăрăхĕсенчи Общество канашĕсен пĕрлехи ĕçĕ; районта пуçару бюджечĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртесси; граждансен пухăвĕсем хыççăнхи ыйтусене тивĕçтересси; Пикшик тата Первомайски ял тăрăхĕсенчи Общество канашĕсен ĕç опычĕ; район администрацийĕн строительство тата обществăла инфратытăм аталанăвĕн çамрăк çемьесене, çамрăк специалистсене тата тăлăх ачасене 2019 çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерни пирки; шкулсенче ачасене вĕри апат çитересси; сывлăх сыхлавĕпе ял тăрăхĕн халăха ерекен чирсем тата вĕсенчен сипленмеллине кăтартакан пĕрлехи ĕçĕ; социаллă объектсенче хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленни тата ытти те.

- Район администрацийĕ ялсенче тирпей-илем тытса тăрас, масарсене вăхăтра çỹп-çапран тасатас ыйтусемпе яланах тимлемеллине, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине, хытă каяш ыйтăвĕпе хастар ĕçлемеллине час-часах асăрхаттарсах тăрать. Ку ыйтупа эсир те айккинче тăмастăр ĕнтĕ...

- Паллах. Районти Общество канашĕн членĕсем çак ыйтупа вырăна тухса йĕркеленĕ кашни канашлăвах хутшăннă. Çак тĕллевпе район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле Турханта, Çĕньялта, Нăрваш Шăхалĕнче пулса вĕсен ĕç опычĕпе паллашрăмăр. Вырăна тухса ирттернĕ çакнашкал тĕл пулусем кирлех тесе шутлатăп. Вĕсем чăн малтанах вырăнти власть органне яваплăха туйса, халăхшăн тăрăшса ĕçлеме хистеççĕ.

- Эсир ертсе пыракан канаш саккун кăларакан, ĕçе пурнăçлама хушакан орган мар. Лару-тăрăва шута илсе сĕнỹ, канаш паракан аксакалсен пĕрлĕхĕ темелле. Сирĕн тивлетпе е сĕнỹпе пурнăçлакан ĕçсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Чăн малтанах çакна палăртса хăварас килет. Пирĕн канаш членĕсем тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе ят-хисеп çĕнсе илнĕ аслă çулхи çынсем. Колхоз председателĕ те пулнă, вĕрентỹре, культурăра, пичет органĕнче, район администрацийĕнче ĕçлесе пуян опыт пухнă. Çавăнпа та кирек мĕнле ыйтăва хускатсан та пире сỹтсе явма, район администрацийĕпе пĕр чĕлхе тупса йышăну тума çăмăл. Акă, вĕрентỹ учрежденийĕсенче ачасене вĕри апатпа тивĕçтерес ыйтупа сахал мар калаçма тиврĕ. Çак ыйту татăлчĕ. Тĕл пулусенче ашшĕ-амăшĕнчен кун пирки ăшă сăмах илме те кăмăллă.

- Сирĕн ĕç ларусемпе канашлусем ирттернинче çеç мар. Район пурнăçĕнчи ытти ĕçсене мĕнлерех хастарлăхпа хутшăнатăр?

- Пирĕн канаш членĕсем çав тери пултаруллă. Вĕсем ветерансен юхăмĕн участникĕсем те, ытти обществăлла организацисен хастарĕсем те... Тăтăшах çынсен хушшинче пулаççĕ, хăйсем те тĕрлĕрен мероприятие хутшăнаççĕ тата ытти те. Çавăнпа та мана çак пĕрлĕхе ертсе пыма та йывăр мар тесе каласшăн. Пурте пĕр шухăшпа, пĕр вăй пулса ĕçлеме тăрăшатпăр.

- Тавах сире калаçушăн. Малашне те общество ĕçĕшĕн кăмăлтан ĕçлеме ăнăçу сунатăп сире.

А. ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика