ЧĂВАШ Енри тата çĕршыври паллă орнитолог Александр Яковлев Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа 3 - 4 уйăх хушшинче çынсене вĕçен кайăксемпе паллаштаракан марафон ирттерме тĕллев тытнă. Вулакана кăсăклантаракан пĕрремĕш кайăка- тăрнана - суйласа илнĕ. Вăл Чăваш Енри чи пысăк кайăксенчен пĕри. Ытларах Сăр тăрăхĕнче тĕл пулать-мĕн. Пурĕ республикăра 350 - 400 мăшăр йăва çавăрать иккен. Автор çирĕплетнĕ тăрăх, çуркунне вĕçекен ушкăнсем пур çĕрте те палăраççĕ. Вăл шутра пирĕн Патăрьел тăрăхĕнче те карталанса вĕçекен «çунатлă туссене» асăрхама пулать.
Август 2026 |
