Çивĕч ыйтусене уçăмлатнă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 12:56 Просмотров: 589

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев апрелĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Наци радио эфирĕнче уçă калаçу ирттернĕ, çивĕч ыйтусене уçăмлатнă. Паллах, чылайăшне коронавируспа çыхăннă лару-тăру еплерех пулни те кăсăклантарнă. Олег Алексеевич халăха вирусран сыхланмалли йĕркене пăхăнма чĕнсе каланă, йывăрлăха лекнĕ предприятисене патшалăх енчен пулăшу кÿрессине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл аграрниксен çур аки ĕçĕсене 2-3 эрнере пурнăçлама ăнтăлмалла тенĕ. Енчен те хуçалăхсен укçи-тенки çитсе пымасть пулсан вĕсене çăмăллатнă кредитсемпе тивĕçтерĕç. Унсăр пуçне элита вăрлăх туянакансен, техника çĕнетекенсен, ферма хăпартакансен те тăкаксен ытларах пайне патшалăх саплаштарĕ.

Тата ытти чылай ыйтăва та уçăмлатнă Олег Алексеевич тÿрĕ эфир вăхăтĕнче.

А. ИЛЬИН

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика