Килте ларнинчен пахи çук

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 12:56 Просмотров: 269

 Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейре 2777 çынна коронавирус чирĕ ернĕ (чылайăшĕ – Мускавра), вĕсенчен 24-шĕ (пурте аслă ỹсĕмри çынсем) вилнĕ. 190 çын сывалнă. Ĕнерхи кун тĕлне республикăра коронавируспа чирленĕ 1 çынна шута илнĕччĕ. Шел пулин те, хаçата пичете парас умĕн тепĕр çын хутшăннине пĕлтерчĕç. Нижневартовск хулинче пропискăра тăнă, анчах хăй Мускавра ĕçлесе пурăнннă хĕрарăм çĕршывăн тĕп хулинче тĕрĕсленнĕ хыççăн анализ результачĕсене кĕтмесĕрех Шупашкара килме тухнă. Каярахпа Мускавран чир çирĕпленнине пĕлтернĕ. Шупашкара вăл апрелĕн 2-мĕшĕнче çитнĕ. Медицина службин тата право йĕркине сыхлакан органсен специалисчĕсен професси ăсталăхне пула ăна тỹрех сиплеве ăсатнă, изоляци режимне пăхăнманшăн уголовлă ĕç пуçарĕç. Ăнланатпăр, урамра çуркунне хуçаланнă май пурин те çут çанталăк илемĕпе киленес килет. Çапах та хамăрăн тата çывăх çынсен сывлăхне упрас тесен килте ларма тăрăшмалла. Çакă коронавируспа кĕрешмелли пĕртен-пĕр витĕмлĕ мел халĕ. (Хамăр корр).

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика