Пĕрлехи тимлĕх- воспитани никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 12:48 Просмотров: 314

 Кирек мĕнле çемьере çитĕнекн çул çитмен ачана та вăхăтра кирлĕ пек ăс пани, тĕрĕс çул çине кăларни паян çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вăл сывă та тĕреклĕ, ăслă-тăнлă, саккуна çирĕп пăхăнса пурăнакан гражданин пулса çитĕнтĕр тесен ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех вĕрентекенсен те, профилактика тĕлĕшпе ĕçлекен ытти субъектăн те вĕсемшĕн пысăк яваплăхра пулмалла. Çавăн чухне çеç пĕрлехи ĕçĕн результачĕ курăмлă.

Иртнĕ çул районĕпе çул çитмен ачасем хутшăннипе тунă 5 преступление шута илнĕ. Унсăр пуçне çулталăк тăршшĕпе РФ КоАПăн 5.35 стайин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламанран инспекторсем 27 протокол çырнă, çул çитмен 5 ачана (маларахри çул 8 тĕслĕх пулнă) административлă яваплăх тыттарнă. Çакнашкал тĕслĕхсем тĕл пулни, паллах, пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен çемьере ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çук пулсан, ача кирек хăш вăхăтра та усал çул çине тăма, преступлени туса хума пултарать. Чăн малтан шăпăрлан воспитани никĕсне çемьерен илме пуçлать-çке.

Çул çитмен ачасем РФ КоАПăн 20.21 (обществăлла вырăнта ỹсĕр пулни) тата 6.24 статйин 1-мĕш пайне (палăртман вырăнта чикарккă туртни) пăхăнмасăр район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссине лекнин сăлтавне те чăн малтан ашшĕ-амăшпех çыхăнтармалла. Эрех-сăра, сигарет çитĕнекен ачашăн наркăмăш пулнине, организма аталанма чăрмантарнине çемьере те, шкулта та тивĕçлипе ăнлантармалла, ку тĕлĕшпе вĕрентỹ учрежденийĕсенче профилактика мероприятийĕсем йĕркелемелле, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшмалла тата ытти те. Районта паянхи куна пирĕн инспекцинче 63 çемье шутра тăрать, вĕсенче 138 çул çитмен ача çитĕнет. Кăçалхи икĕ уйăхра пилĕк ашшĕ-амăшĕ ачисем умĕнчи хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламанран протокол çырма, шута илме тивнĕ.

А. КАРГИНА, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцин начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика