Пурнăç йывăрлăхĕ вĕсене парăнтарайман

Категория: Публикации Опубликовано: 31.03.2020, 18:34 Просмотров: 185

 ÇАК кунсенче Туçа ял тăрăхĕнче харăсах икĕ ĕç ветеранĕ хăйсен пысăк юбилейĕсене паллă турĕç. Тури Туçари Агрепина Мулюкова 90 çул, Кĕçĕн Шăнкăртамри Хайрикемель Салихова 95 çул тултарчĕç. Иккĕшĕ те саманан йывăр тапхăрĕсенче ырми-канми тăрăшнă ĕç паттăрĕсем. Вĕсем вăрçă нушине те курнă, ун хыççăнхи çăмăл мар тапхăрсенче самай пилĕк авнă хастарсем. Ветерансене юбилейпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăмăн пай пуçлăхĕн çумĕ Наталья Федоськина, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Алена Мальцева саламларĕç, малашнехи пурнăçра канлĕ те лăпкă ватлăх сунчĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика