Никотинлă снюс сутакансене- пысăк штраф!

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2020, 09:48 Просмотров: 289

НИКОТИН тытăмлă кирек мĕнле япала та организма сиен кỹрет, аталанма чăрмантарать, тĕрлĕрен чир-чĕр патне илсе пырать. Паян уйрăмах çакнашкал хутăшсемпе çамрăксем усă курма тăрăшни пăшăрхантарать. Хăшĕсем ăна выляса çеç çăвара хыпаççĕ, теприсен вара çак туртăм йăлана кĕме те пултарать. Малашне Чăваш Енре 18 çул тултарман ачасемпе çамрăксене снюс сутма чарĕç. Çакна ЧР Патшалăх Канашĕ те ырланă. Саккуна пăхăнмасăр никотин тытăмлă снюса сутакан граждансене вара пуçран шăлмĕç. Çакăншăн граждансене 3,5 -5 пин, должноçри çынсене 10 - 15 пин, юридици сăпачĕсене 50 - 100 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика