Çăл Атăкри В. Айгашев çар ретĕнче тăрать. Тăван çĕршыва чыслăн хỹтĕлеме тупа тунăранпа та самай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Çак хушăра Вадим çар специальноçне ăнăçлă алла илсе пырать-мĕн. Ăсталăхне куллен ỹстерет. Çар хатĕрленĕвĕн нормативне тултарассипе лайăх кăтартусемпе палăрать. Спортпа туслă. Çар тивĕçĕсене пурнăçлас енĕпе Вадим тăтăшах пуçарулăх кăтартать. Подразделени умĕнче тăракан тĕллевсене вăхăтра пурнăçланăшăн 5 хутчен хавхалантарнă ăна. Хуçалăх ĕçне хутшăнас тата тирпей-илем кĕртес енĕпе пуçарнă сĕнỹсене шута илес енĕпе ĕç- лĕхлĕ тата тăрăшуллă салтак пулнипе палăрать. Командирсемпе аслă юлташĕсене хисеплет, коллективра авторитетлă",- тесе çырнă тăван киле командовани янă Тав çырăвĕнче. Сергей Михайловичпа Ольга Геннадиевнăн çакăн пек ывăл çитĕнтернĕшĕн савăнмалăх пур.
А. ИВАНОВА
Август 2026 |
