ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем Мăнкун умĕнхи аслă типĕ пуçланиччен Çăварни эрнине паллă тăваççĕ. Кăçал вăл февралĕн 24-мĕшĕнче пуçланчĕ. Вырсарникун - çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче - вăл вĕçленет. Ун чухне пĕр-пĕрне сăмахпа е ĕçпе кỹрентернисем, çылăха кĕнисем каçару ыйтаççĕ, типĕ тытма хатĕрленеççĕ. Мартăн 2-мĕшĕнчен çичĕ эрнене тăсăлакан аслă типĕ пуçланать. Унччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Çăварни эрнинче вара хăна-вĕрлене, юлташ-пĕлĕше çỹхе икерчĕпе, имлĕ-сиплĕ чейпе сăйлаççĕ, çуркуннене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.
Август 2026 |
