Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне республика та хушма укçапа хавхалантарĕ — çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшӳллĕн вăрçа хутшăннисене Аслă Ҫĕнтерӳ 75 çул çитнĕ ятпа 75-шер пин тенкĕ тӳлеме йышăннăччĕ. Олег Николаев тата кăçал Чăваш автономи облаçне йĕркелеленĕренпе 100 çул çитнине аса илтерсе çак нухрат çумне республика бюджетĕнчен 25-шер пин тенкĕ уйăрасси çинчен каланă. Ҫапла вара федераци бюджетĕнчен уйăракан укçапа пĕрле вăрçă инваличĕсем тата вăрçа хутшăннисем пĕтĕмпе 100-шер пин тенкĕ илĕç. ЧР Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, республикăра паян вĕсен йышĕ 434 çынпа танлашать. Асăннă тÿлеве вĕсене апрель-май уйăхĕсенче парĕç. Çавăн пекех паттăр ватăсем Пенси фончĕ урлă çуллен паракан, 10 пин тенкĕпе танлашакан тÿлеве те илĕç.
Пенси фончĕн уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне тыл ветеранĕсене те укçан хавхалантарассине çирĕплетнĕ — 50-шар пин тенкĕ илĕç. Унашкаллисем — 10,5 пин çын. Вăл ку енĕпе ыйтусем пулассине чухлать. Çавăнпа уçăмлатнă: тÿлеве вăрçă çулĕсенче 6 уйăхран кая мар ĕçленисене е «Хастар ĕçшĕн» медальпе наградăланисене парĕç.
А. Иванов
Август 2026 |
