Пысăк парăмçăсене - комисси "кавирĕ" çине

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2020, 10:13 Просмотров: 280

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи комисси иртнĕ çул пысăк парăмçăсене тĕрлĕ йышши налука тỹлеттерес тĕлĕшпе 31 лару йĕркеленĕ, вĕсенчен 23-шне вырăна тухса ирттернĕ. Комисси çак ĕçе кăçал та малалла тăсать. Акă, çак кунсенче çеç вĕсем районăн пĕрлештернĕ бюджетне укçа-тенкĕ кĕртес тĕлĕшпе Ишлĕ ял тăрăхĕнче пулнă. Комисси ларăвне вырăнти налука вăхăтра тỹлемесĕр парăма кĕрсе кайнă 28 гражданина чĕннĕ. Ятарлă ушкăн вĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулнин усси пулнă, 12 çын çавăн чухнех налуксене тỹленĕ, "хура списокран" тухнă. Ыттисемшĕн те ку тĕлĕшпе нимĕнле çăмăллăх та пулмĕ, вĕсене парăмсемпе çывăх вăхăтра татăлма протоколсем çырса хăварнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика