Шупашкар – хăтлă хуласен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 08.11.2019, 14:41 Просмотров: 475

Раççей Федерацийĕн строительство министерстви çĕршыври 1114 хулари тавралăх пахалăхне тĕрĕсленĕ. Атăл тăрăхĕнчи регионсен йышĕнче Чăваш Ен тĕп хули 205 балл пухса пĕрремĕш вырăна тухнă. Хуласене 36 енчен пахаланă. Вăл шутра çуртсене, çулсемпе кану вырăнĕсене, ытти инфратытăма хакланă. Çавăн пекех халăхăн миçе проценчĕ авариллĕ çуртсенче пурăннине, спорт объекчĕсем пуррипе çуккине, çул-йĕр аварийĕсенче миçе çын вилнине тата ыттине те шута илнĕ.

Раççейре 250 пинрен пуçласа 1млн таран пурăнакан хуласен йышĕнче Шупашкар 12-мĕш вырăн йышăннă. Атăлçи тăрăхĕнче чи пысăк кăтарту ку. Хуласем 360 балл пухма пултарнă. 180 балл пухнисем хăтлă хула шутланаççĕ. Çак хисепрен Канаш, Улатăр, Етĕрне хулисем те иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки çулсенче хулара çеç мар, ялсенче те çурт-йĕр картишĕсене юсассине, урамсене çутăпа тивĕçтерессине мала хунине палăртать. Çитес çул вара тата калăпăшлăрах ĕçсем пулмалла.

А. Иванов

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика