Кар тăнă та çула тирпейленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.10.2019, 12:04 Просмотров: 407

СИТЕЛСЕМ хăйсем пурăнакан кил-тĕреш умне, урамри çулсене тăтăшах тирпейлесе тăма тăрăшаççĕ, час-часах субботниксем йĕркелеççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче те Н. Вазенков депутат пуçарăвĕпе Пионер урамĕнчи Чăпăк çырми (халăхра çапла калаççĕ) тĕлĕнчи çула юсанă, вак кирпĕчсем сарса тирпейленĕ. Николай Иванович хăйĕн тракторĕпе чулсене турттарса тăнă. Ĕç кал-кал та ăнăçлă пынă. Халĕ кунтан тĕрлĕ техникăпа та шанчăклах иртсе çỹреме пулать. Сăваплă ĕçе кар тухнисене Людмила Пудовкина вĕри апат та пĕçерсе çитернĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика