ПУКЛАКОВ ПАРНИСЕМШĕН

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2019, 10:22 Просмотров: 1188

Вăрмарта тĕнче класлă спорт мастерне Н. Пуклакова асра тытса çуран чупса мала тухассишĕн республика шайĕнчи йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Унта пирĕн район çамрăкĕсем те хутшăнчĕç. Хăйсен ỹсĕм çулĕпе илсен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Дима Суворовпа Екатерина Торговцева (тренерĕ В. Платонов), Нăрваш Шăхалĕнчи К. Шайманова (Т. Кудряшова) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Игорь Иванов, Анастасия Иванова, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Анастасия Иванова, Екатерина Юрмина призерсен йышне кĕчĕç. Мала тухнисем республикăри физкультурăпа спорт министерстви çирĕплетнĕ дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика