Шăхăрса пыраççĕ машинăсем, çынсене те курмаççĕ вĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 25.09.2026, 08:24 Просмотров: 20

МАШИНĂСЕМ такăр та тикĕс çулпа унталла та кунталла чупаççĕ, хăшĕ-пĕри ял хушшинче те хăвăртлăхне чакармасть. Чарăнусем патĕнчен те ши! шăхăрса çеç иртсе каяççĕ. Типĕ çанталăкра нимех те мар, анчах çумăрлă чухне çынсене таса мар шывпа та сирпĕтсе хăвараççĕ. Темле васкасан та водительсен те çул çинче культура пулмалла. Пурнăçра пурте хире-хирĕçле, руль умĕнче çÿрекенни хăй те çакăн пек пăтăрмаха лекме пултарать.

Чарăнура ытларах чухне ĕçе, шкула, больницăна каякансем тăраççĕ. Таса мар тумтирпе тухтăрсем патне мĕнле кĕмелле е кунĕпе учрежденинче епле лармалла? Ку ыйтусем çине йĕркене пăсакан водительсем хуравлайсан çеç.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика