Кукаçи Çар службине
Ирттернĕ Байконурта,
Чăн-чăн космос карапне
Курнă шăпах çавăнта.
Юлташĕсемпе пĕрле
Космодрома сыхланă.
Хăть кăнтăрла, хăть çĕрле
Тăшман пыма хăранă.
Пурнăçласан тивĕçне
Таврăннă тăван ялне.
Халĕвăл калать çапла:
«Ялан сыхă пулмалла!».
Пĕр-пĕрне уявсемпе
Саламлаççĕ халĕте,
Мухтанап кукаçипе,
Ан чирле эс пĕрре те.
Хĕвел çиçтĕр тÿпере,
Пурнăç та килет пĕрре,
Кукаçи пулсан çумра —
Ыр туйăм çеç ман чунра.
Диана ДМИТРИЕВА, 8 класс,
Çĕньял ялĕ.
Редакцирен: авторăн кукашшĕ Халал Толи — (Анатолий Дмитриев) сăвăç — «Авангард» хаçатăн çывăх тусĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
