Шăпăрлансемпе «Галя воспитательница» ĕçлет

Категория: Публикации Опубликовано: 25.09.2026, 08:33 Просмотров: 24

Иксĕлми вăй-хăватлă, тĕлĕнмелле пултаруллă, анлă тавра курăмлă, хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратакан воспитатель Патăрьел муниципалитет округĕнче татах пур-тăр-ха. Анчах ку таранччен çакăн пек çынна эпĕ тĕл пулман. «Вут та пăрăç» теççĕ ун пеккисене халăхра. Унсăр пуçне вĕрентÿ сферинчи ача-пăча учрежденийĕнче пĕр улшăнмасăр 41 çул тăрăшакан пуян опытлă специалист коллективра çеç мар, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш умĕнче пысăк хисеп çĕнсе илнĕ.

Сăмахăм «Юмах» («Сказка») ача садĕнчи кĕçĕн ушкăнри «Галя» воспитательница пирки пырать. 3-4 çулхи шăпăрлансем ăна хăйсемпе тантăш туйсах çапла чĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл вĕсемпе пĕрлех сикет, юмахри тĕрлĕ сăнар вырăнĕнче театрта вылять, юрлать-ташлать... Галина Ильинична Иванова ачасемпе питĕ-питĕ çывăх пулас, вĕсене тĕрĕс калаçма, ларма, çырма-ÿкерме, пĕр-пĕринпе хутшăнма, çут çанталăк илемне курма, хăйсене садик ушкăнĕнче кирлĕ пек тытма тата ыттине те хăйĕн методикипе, чун ыйтнипе, ăс-тăн пуянлăхĕпе усă курса вĕрентес тĕллевпе хăйне ашшĕ ячĕпе чĕнме хăнăхтарман.

Ача-пăча тĕнчи Галина Ильиничнăшăн яланах çывăх пулнă. Пĕчĕк чухне те касри ачасем яланах ун тавра хĕвĕшнĕ, вĕсемшĕн хăйне евĕр «воспитательница» пулнă. Вăл шухăскерсене итлеттерме те, интереслентерме те пултарнă. Юрлас-ташлас туйăм та ун чухнех палăрнă. Çакă унăн хăйне хăех пулса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн чиперкке пĕр иккĕленсе тăмасăрах Шупашкарти педагогика училищине воспитательсем хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕнĕ. Унтан тарăн пĕлÿ илнĕ специалист пуçласа Патăрьелĕнчи совхозăн «Теремок» ача садĕнчи шăпăрлансем умĕнче «присяга» тытнă. Шăпах çавăн чухне çамрăк воспитательница хăй тĕрĕс професси суйласа илнине тепĕр хут ĕненнĕ. Вут-хĕм сапакан пĕчĕк куçсем ун çине тилмĕрсе пăхни, ăна çăвар карса итлени Галина Ильиничнăна хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратма çунат хушса пынă. Кунта вăл 12 çул ĕçленĕ хыççăн пурнăçри лару-тăрăва кура малалла 15 çул «Солнышко» ача садĕнче тăрăшнă. 2012 çулта çемьери хăш-пĕр йывăрлăхсем ăна Мускава илсе çитернĕ. Воспитательница çĕршывăн тĕп хулинче те урăх ĕç пирки шутламан. «Радуга» ача садне вырнаçса тепĕр 12 çул юратнă ĕçне парăнса ĕçленĕ.

Галина Ильиничнăна шăпа пилĕк çул каялла тăван Патăрьелĕнчи хăй ĕмĕтленекен «Юмах» ача садне илсе çитернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăр воспитательница çĕнĕ коллективра çĕнĕрен çунатланса ĕçлеме пикеннĕ. Паян вăл çамрăксемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕхлĕ: ушкăнри ачасемпе вĕсем театрпа музыка проекчĕпе килĕшÿллĕн кашни кунах юмах тĕнчипе киленеççĕ, тĕрлĕрен конкурса хаваспах хутшăнаççĕ. Сцена ăсти культура мероприятисен хастарĕ тата ытти те. Округра виçĕ хутчен «Çулталăк воспитателĕ» конкурса хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ воспитательницăн ĕç опычĕ пуян, тавра курăмĕ анлă, пултарулăхĕ иксĕлми. Кулленхи ĕçĕнче хисеп çĕнсе илме çакă пулăшса пырать те Галина Ильиничнăна.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика