Ĕç условине лайăхлатма май парать

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:18 Просмотров: 20

Ĕç тупма, хăвăн бизнесна йĕркелеме е хушма хуçалăха аталантарма патшалăх чылай пулăшать. «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Социаллă контракт» программа хута кайнă.

Пулăшупа регионти пурăнмалли тупăшран пĕчĕкрех виçеллисем усă курма пултараççĕ. Сăмах май, кăçалхи çур çулта округри 142 çемье унăн çăмăллăхне хăйсем çинче туйнă. Социаллă контрактпа илнĕ укçан хисепĕ 32 млн тенкĕпе танлашнă.

Патшалăх пулăшвĕпе усă курнисенчен пĕри — Патăрьелĕнче пурăнакан Серине Айзатуллова. Вăл хăйĕн çĕвĕ мастерскойне уçма килĕшÿ çырнă. 350 пин тенкĕпе ĕçре куллен кирлĕ япаласем — лайăх йышши çĕвĕ машинисем тата оверлоксем — туянма палăртать.

— Çĕвĕç пулса пиллĕкмĕш çул ĕçлетĕп. Юлашки вăхăтра заказсем нумайланчĕç, çавна май килте вăй хума май çук. Соцконтракт пулăшнипе эпĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме тата условине лайăхлатма пултаратăп, — тет Серине.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика