Ăшă калаçăвĕ пациента сывалма пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:26 Просмотров: 16

Ĕç кунĕ вĕçленнĕрен килне кайма пуçтарăнчĕ Патăрьелĕнчи тĕп больницăри гинекологи уйрăмĕн заведующийĕ Наталья Амуткина. Шăпах çав вăхăтра васкавлă пулăшу машинипе юн кайнипе аптăранă хĕрарăма илсе килчĕç. Çие çĕнĕрен шурă халат тăхăнса ăна уйрăма йышăнма васкарĕ. Пăшăрхантаракан диагноз-çке. Пациентăн юн пусăмĕ те пысăкрах-мĕн. Темиçе çулхи ĕç практики пациента çăмăллăнах пулăшу кÿме май пачĕ. Çакнашкал тĕслĕх пурнăçра миçе хутчен пулнă-ши? Шутласа та кăлараймăн.

Пăлаçипе Юхма ен тĕп больницине И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе алла диплом илнĕ, Шупашкарти пĕр больницăра ординатура тухнă хыççăн килнĕ Каçал хĕрĕ. Маларах çуралнă тăрăхра кăштах ĕçлеме тÿр килнĕ. Ун чухне Наталья Геннадьевна Патăрьел больницин тĕп акушер-гинекологĕпе Иван Казаковпа пĕр хутчен çеç мар тĕл пулнă. Çамрăк специалист кăткăс операцисем тунă чухне Иван Пантелеймоновичран тĕрлĕ канаш ыйтнă. Кайран пĕр уйрăмрах вăй хума пикеннĕ. Ăста наставник çумĕнче пулнăшăн тем пекех хĕпĕртет. Хăйĕн ĕçри çитĕнĕвĕнче унăн тÿпи пуррине те палăртать.

Наталья Геннадьевна 19 çул сиплев сферинче. Лайăх коллектива вырнаçнишĕн кăмăллă. Уйрăмри медицина сестрисем пĕринчен тепри маттур. Пурте пысăк ĕç стажĕллĕ.

Ку чухнехи технологипе сиплеме тăрăшать тухтăр. Çакна тума ĕç условийĕ те çителĕклĕ.

— Кирлĕ аппаратурăсене çĕнетсе тăни ĕçре çăмăллăх кÿретех. Ку енĕпе тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков патне ыйтупа тухсассăн нихăçан та хирĕçленине курман. Ĕçри ăнăçлăха тытса пыма çакă питĕ кирлĕ, — тет Наталья Амуткина.

Пĕрремĕш категориллĕ тухтăрăн тăрăшулăхне тивĕçлипе хаклакан Хисеп, Тав хучĕсем çителĕклех. Наталья Геннадьевна умлă-хыçлă икĕ çул республикăри «Медицина — манăн туртăм» конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Тав сăмахне мĕн чухлĕ илтмен-ши?! Вĕсене уйрăмри сĕнÿсен кĕнекинче те вулама пулать.

Сиплев ĕçĕнче кăмăллă, ăшă калаçупа та усă курать. Чылайăшĕн иккĕленчĕклĕ шухăшĕсене сирет, ача амăшĕ пулни телейлине çирĕплетет.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика