— Мĕн ĕлĕкренех ывăл çуралсан салтака юрăхлă пултăр, тенĕ. Эпир те мăшăрпа виçĕ ачана та çапла пиллерĕмĕр. Паян пурте Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ, — терĕ Тăрăнта пурăнакан Альбина Сорокина. Альбина Петровнăпа Иван Михайлович чăн-чăн патриотсем çуратса ÿстернĕ, кашнине тивĕçлĕ воспитани панă.
Сергей
Украинăри ятарлă çар операцине ывăлсенчен пĕрремĕш хутшăнаканни — Сергей. Вăл Сорокинсен ачисенчен чи кĕçĕнни. Тăрăнти шкултан пуçламăш класран вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ăс пухнă. Унтан Шупашкарти электромеханика колледжне çул тытнă.
— Диплом илнĕ хыççăнах повестка пачĕç. Çар комиссариатĕнче службăна контрактпа та кайма май пуррине каланă хыççăн атте-аннепе, тетесемпе канашларăм. Вĕсем хирĕç маррине пĕлнĕ хыççăн контракт çыртăм. 2021 çулхи августăн 2-мĕшĕнче килтен Самарăна çула тухрăм. Каярах Брянск облаçне илсе кайрĕç. Воронеж, Ростов облаçĕсенче те пулнă. 2022 çулта Украинăри ятарлă çар операци пуçланчĕ, халĕунта хутшăнатăп, — терĕ Сергей хăй пирки каласа панă май.
«Сорока» позывнойпа çÿрекен каччă автомобильсен батальонĕнчи çыхăну взводĕнче неонацистсемпе хирĕç кĕрешет. Шăпах вĕсем салтаксене апат-çимĕçпе, тăхăнмаллипе, çунтармалли-сĕрмелли материалпа тивĕçтереççĕ. Сергей Сорокинпа унăн юлташĕсен ĕçĕ хăшĕ-пĕрне çăмăл пек те туйăнма пултарать: малти линие кĕмеççĕ, тăшманпа çапăçмаççĕ. Вĕсен те пурнăçĕ вилĕмпе юнашарах. Юлашки вăхăтра тăшмансем шăпах салтаксене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерекен техникăна çулпа пынă чух пĕр хĕрхенмесĕр сирпĕтеççĕ.
— Салтакра ку ĕç манăн, ку санăн тесе никам та уйăрса тăмасть. Мĕн хушаççĕ, çавна пурнăçлатпăр. Вăрман кăларса блиндажсем тума йывăçран хăмасем те çурнă. Вĕсене хатĕрлесе хураттăмăрччĕ, кайран е леçсе панă, е килсе илнĕ, — терĕ «Участник СВО», «За выполнение задач», «За добросовестную службу» медальсене тата «Воинская доблесть» медалĕн I тата II степеньне тивĕçнĕ ентеш.
Сăмах ваклама юратман Сергей ытларах тетĕшĕ каласа панисене итлесе ларчĕ.
Алексей
— Кукамай чирлекелесе тăнипе ялан: «Мăнуксенчен пĕри те пулсан врача кайсан аванччĕ», — тетчĕ. Вăл каланă сăмахсем чуна çывăх пулчĕç пуль, çавăнпах Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкултан 9 класран вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Пĕлĕве тата анлăлатас терĕм, медбрат дипломне илнĕ хыççăн çулталăкран Шупашкарти Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытрăм. Вĕреннĕ вăхăтрах васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăра (БСМП), хулан тĕп больницинче медбратра ĕçлерĕм. 2021 çулта терапевт пулса тăтăм, — тесе пуçларĕ калаçăва 1993 çулта çуралнă Сорокинсен иккĕмĕш ывăлĕ.
Алексей 2023 çулхи январьте «Вагнер» компанинче тухтăрта ĕçлеме пуçланă. Кăштахран контракт çырса Украинăри ятарлă çар операцине кайнă. Малтанласа вĕсен çар чаçĕ Луганск облаçĕнчи Сватово енче пулнă, каярах Харьков облаçĕнчи Купянск тăрăхне куçарнă. Хальхи вăхăтра вăл медицина взвочĕн командирĕ.
— Манăн тивĕç — аманнă, чирленĕ салтаксене пулăшасси. Хамăрăн чаçрисене те, юттисене те пĕрремĕш пулăшу памасăр кăларса яман. Эпĕ сиплеменнипе çын вилнĕ тĕслĕх пулман. Пĕринче алăрах пĕр салтак куçне хупрĕ, питĕ йывăр суранланнăран çăлса хăвараймарăм.
Пĕтĕмĕшле илсен ĕçлеме условисем пур. Венăран системăна ямалли, ыратма чаракан, температурăна антаракан эмелсем, пĕр хут усă курмалли скальпельсем тата ытти те çителĕклĕ. Пĕччен ĕçлеместĕп, мана пулăшакансем нумайăн. Тепĕр врач пур, вăл ют çĕршыв çынни. Гастроэнтеролога вĕренсе тухнă. Вырăсла япăхрах калаçсан та сиплеме лайăх пĕлет. Çавăн пекех врача вĕренме кĕнĕ, анчах килĕнчи лару-тăрăва пула диплом илеймен çамрăк каччă та маттур, ăнкаруллă. МЧСра вăй хунă арçын мобилизаципе салтак аттине тăхăннă. Ĕçĕнче пĕрремĕш пулăшу пама питĕ лайăх вĕрентнĕрен хăвăрт тивĕçлĕ йышăнусем тăвать. Вĕсемсĕр пуçне тата санинструктор та пур, — пĕлтерчĕ Алексей.
Калаçнă майăн телефон çине ÿкерттернĕ хăйсен ĕç вырăнĕпе паллаштарчĕ. Икĕ сĕтел вырнаçтарнă, вĕсенчен пĕри — стерильлĕ. Шăпах çакăнта пÿрлĕ, пĕчĕк, сывлăхшăн хăрушлăх кăларман сурансене тасатаççĕ. Юн пусăмне, чĕре таппине кăтартакан монитор çакăнса тăрать. Сентресем çинче, кушетка айĕнче эмелсем, бинтсем, перекись шĕвекĕсем...
— Салтаксене сиплемелли блиндаж малти лининчен 10-15 çухрăмра вырнаçнă. Хамăр пурăнаканни те юнашарах. Дронсем ялан вĕçсе çÿреççĕ. Вĕсем ан курччăр тесе блиндажа пулă тытмалли сетьсемпе, хÿтĕлев сеткисемпе, йывăç турачĕсемпе хупласа хунă. Çавăн пекех кровать патĕнчех 90 псалом çакăнса тăрать. Вăрçăра атеистсем çук. Кашнийĕ хăйĕн Туррине кĕл тăвать.
Аманнисене тÿрех пирĕн пата илсе килеççĕ. Çăмăлтарах суранланнисем утса çитеççĕ, йывăртараххисене «Анюта» монокустăрмапа е носилкăпа йăтса килеççĕ. Пурне те çийĕнчех сиплеме, пулăшу пама пикенетпĕр. Пуçран аманнисене вара тÿрех госпитале ăсатма тăрăшатпăр, — тет «аспирин» позывнойпа çÿрекен Тăрăн каччи.
— Мĕншĕн эсир «аспирин» позывной илнĕ? — тесе ыйтрăм.
— Аспирин алă айĕнчи эмел, кашни килтех пур, ас туса юлма та çăмăл. Халĕ юнашар подразделенинчи врачсем «димедрол», «анальгин» хушма ятсем илнĕ. Тухтăрсем ытларах «док» позывнойпа çар операцине хутшăнаççĕ, çавăнпа та урăхларах пултăр терĕм. Хушăран мана та «док» тесе чĕнеççĕ, — терĕ кăшт куларах тухтăр.
Медицина ĕçченĕсем блиндажсене хăйсемех чавса хатĕрлеççĕ. Вĕсене пулăшма пĕр е ик салтак уйăрма пултараççĕ. Шалтан тирпейлессине, япаласене илсе килессине те йăлтах хăйсем пурнăçлаççĕ. «Ывăнтăм, ыран тăвăп-ха», — тесе канса ларма та май çук. Вăрçă вăл вăрçах, салтаксем талăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те аманаççĕ, çавăнпа та çĕр айĕнчи сиплев «çурчĕ» суранланнисемпе чирлисене йышăнма яланах хатĕр пулмалла. Медицина ĕçченĕсен «кану вăхăчĕ» текен ăнлав та çук. Вĕсем миçере çывăрма выртнине никам та пĕлмест. Ирхи 3-4 сехетре саперсем территорие пăхма тухаççĕ. Неонацистсем çĕрле минăсем е ытти сирпĕнекен хатĕрсем час-часах пăрахса хăвараççĕ, çавна май техника çула тухиччен йăлтах тĕрĕслеççĕ. Темле асăрхансан та тăшман «парнисем» сирпĕннĕ, салтаксем аманнă тĕслĕхсем пулкалаççĕ. Кун пек чухне сиплевçĕсен ыйхă пирки манма, пулăшу пама тивет. Талăкĕпех куç хупман кунсене те сахал мар чăтса ирттернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ентешĕн кăкăрне паян «Участник СВО», «Укрепление боевого содружества», «Боевые отличия» медальсем тата «Воинская доблесть» медалĕн II степенĕ илемлетеççĕ. Чи хакли вара уншăн медиксене паракан патшалăх награди — «За спасение погибавших» медаль. Иртнĕ çулхи декабьте ăна медицина службин аслă лейтенанчĕ звание панă. 2023 çулта лейтенантăнне тивĕçнĕ.
— Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма контракт çырнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Çĕршыва сыхласси — пирĕн тивĕç. Тухтăра пĕрле вĕреннисенчен те хăшĕ-пĕри СВОра, вĕсемпе те çыхăну тытатăп. Патăрьел ачи те пур пирĕн патра — Александр Анисимов. Офицер «Витязь» позывнойпа çÿрет. Çавăн пекех икĕ сыпăкри икĕ тăван та неонацистсемпе кĕрешме тухса кайнă. Шел пулин те, пĕри хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Инкек-синкек унта юнашарах çÿрет, — терĕ Алексей.
Аслă лейтенант каласа панине итлесе ларма питĕинтереслĕ пулчĕ.
Петр
Сорокинсен аслă ывăлĕ кăçалхи январь уйăхĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма контракт çырнă. Шупашкарта тĕпленнĕ арçын хăйĕн шухăшне ашшĕ-амăшне те, пĕр тăванĕсене те, мăшăрĕпе виçĕ ачине те пĕр сăмах та каламан. Вăл Луганскинче полигонра çапăçу хăнăхăвне илнĕ, кайран Славянск енче тăшманпа çапăçнă. Май уйăхĕнченпе унтан пĕр сас-хура та çук. Çывăх çыннисем вăл хыпар ярасса чун-чĕререн кĕтеççĕ.
Виçĕ салтак, виçĕ паттăр... Çĕршывшăн çăмăл мар лару-тăрура вĕсем ыттисен çурăмĕсем хыçĕнче пытанса тăмасăр алла пăшал тытса фашист юлашкийĕсене тĕп тума тăнă. Тавах сире, мирлĕ тÿпешĕн кĕрешекенсем.
Ольга ПАВЛОВА
Сентябрь 2026 |
