Ăмăртса ÿсеççĕ туйăсем, ырă кăмăл çуратаççĕ туйăмсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2026, 09:52 Просмотров: 148

ХАМĂР пурăнакан тăван тавралăх хитререх, çав вăхăтрах экологи тĕлĕшĕнчен тасарах пултăр тесе кашни çуркуннепе кĕркунне округри хастарсем умĕсене, çырма-çатраллă вырăнсене, кÿлĕсем, çулсем хĕррисемпе çамрăк хунавсем лартаççĕ. Çулсем иртсен кашласа ларакан йывăçсем хуçисене кăна мар, ирен-çÿрене те илĕртеççĕ.

Именкассинчи Лидия Цыганова та çак кунсенче мăнукĕсемпе пĕрле çурт çывăхне 5 туя лартнă. Вĕсем çитĕннине курса ачасем те савăнаççĕ, урам та илемленет.

Яндекс.Метрика