Аслă Чемен территори уйрăмĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтĕлев сетки çыхассине 2023 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче пуçланă. Ырă ĕçе вăл вăхăтри территори пайĕн начальникĕнче вăй хунă Станислав Капитонов йĕркеленĕччĕ. Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕн хастарĕсем çак тапхăрта 950 хÿтĕлев тетĕлне хатĕрлерĕç. Ушкăнра 30 çын ытла, вĕсем хушшинче «кĕмĕл» волонтерсем нумайрах. Паян манăн вĕсенчен чи аслисемпе паллаштарас килет (сăн ÿкерчĕксенче).
82 çулхи М. Зотова пĕрремĕш кунранпах ырă ĕçе хутшăнать. 2024 çулта ăна Ульяновскинчи çар ветеранĕсен «Рубеж» организацийĕ медаль парса чыс турĕ.
Л. Никитина та питĕхастар. Волонтер сетка çыхассинчен пĕрре те юлмасть. Çур çул каялла унăн аслă ывăлĕ неонацистсемпе кĕрешсе паттăрла пуçне хучĕ. Хăйне йывăр пулсан та Лида аппа ушкăна килет, чунне салтаксем валли хÿтĕлев хатĕрĕ çыхса пусарать.
Р. Зотова та питĕ хастар. Сетка çыхма кăшт каярах çÿреме пуçларĕ пулсан та кăмăлтан вăй хурать.
— Маларах килмелле пулнă, кунта питĕкăмăллă лару-тăру. Салтаксене пирĕн пулăшмаллах, — тет 76 çулхи Маруç аппа.
М. Вахмистрова та пĕрремĕш кунранпах «кĕмĕл» волонтерсен ретĕнче. Маларах вăл ыттисемпе пĕрлех сетка çыхма çÿретчĕ, юлашки вăхăтра ури ыратнипе ытлашши инçете тухсах çÿреймест. Апла пулин те ăшă кăмăллă Чĕкеç аппа алă усса лармасть: вăл сетка çыхмалли хăюсене килте касать. Толя ывăлĕ ятарлă çар операцине мобилизаципе кайнă май салтаксене хÿтĕлев хатĕрĕ мĕн тери кирлине лайăх ăнланать.
Ыркăмăллăх ĕçĕ хĕрарăмсене çывăхлатать, пĕр-пĕрне ăнланма пулăшать.
— Тетел çыхма каймасан чун вырăнта мар. Пирĕн сеткăсем салтаксене çăласса шанатпăр. Пысăк йышпа ĕç те кал-кал пулать, — теççĕ вĕсем.
Надежда КОШЕЛЕВА,
Аслă Чемен ялĕ.
Сентябрь 2026 |
