Ветеринари специалисчĕсен ĕçĕ çăмăл мар, анчах пархатарлă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2026, 10:50 Просмотров: 25

Ветеринари ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕх, пĕрлех çын сывлăхĕшĕн те яваплă, çавна май округра хăрушă чирсене сарас мар тесе сахал мар вăй хураççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе туллинрех паллашас тĕллевпе выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕпе Петр Ефимовпа тĕл пултăмăр.

— Выльăх тухтăрĕсен ĕçĕ çăмăл маррине, вĕсен канмалли кун та, уяв та çуккине пурте лайăх пĕлетпĕр. Хăйсен профессине чунпа парăннисем тăрăшаççĕ тесех хаклас килет.

— Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ăнсăртран лекнĕ çын çук. Кунта чĕлхесĕр янаварсене юратмалла, пĕрлех шаннă тивĕçе те чунтан пурнăçламалла. Районти патшалăх ветеринари службин тытăмĕнче 8 ветучасток тата 3 ветлечебница шутланса тăрать. Вĕсенче пысăк та паха опытлă 27 специалист тăрăшать. Кăçал Шăнкăртамри ветлечебницăна Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă пĕр çамрăк килчĕ. Яш-кĕрĕм коллектива хутшăнни питĕ савăнтарать. Малашне вĕсен шучĕ ытларах пуласса шанса тăратпăр.

— Петр Ильич, кăçалхи çул ветеринарсен чăтăмлăхне тĕрĕсленĕнех туйăнать...

— Тĕрĕсех калатăр, анчах эпир пуçа усма, йывăрлăхсене парăнма хăнăхман. Кăçал пĕр хуçалăхра пастереллез чирне тупса палăртрăмăр, округ виçĕ уйăх карантинта тăчĕ. Пирĕн ĕç планĕсене те улăштарма тиврĕ. Сăмах май, çак усал амака Раççей Федерацийĕн 18 субъектĕнче регистрациленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен ĕни-выльăхне, сурăхĕсене чир ан ертĕр тесе вакцинаци турăмăр. Пăрусене халĕ кашни виçĕ уйăхра пĕрре вакцина яратпăр.

Графикпе килĕшÿллĕн профилактика мероприятийĕсене те пурнăçлатпăр. Уртаракан чиртен, çĕпĕр язвинчен тата ыттисенчен те прививкăсем тăватпăр, бруцеллезпа лейкозран юн илетпĕр. Пĕрлех выльăхсене шута илме маркировка, чип лартатпăр. Ку ĕç малалла пырать.

— Чир-чĕрпе кĕрешме, пурлăхпа техника базине пуянлатма патшалăх пулăшать-и?

— Республика бюджетĕнчен пире укçа-тенкĕ самаях уйăрнă. Выльăхсене сиплекенсене шприцсемпе, йĕпсемпе, хăш-пĕр чиртен хÿтĕлекен вакцинăпа, ятарлă тумпа тивĕçтернĕ. Кăçал сивĕтекен икĕ пысăк камера туяннă. Вĕсен тăршшĕ 5 метр. Пĕринче арестленĕ çăмартасемпе аш-какая упратпăр, тепринче выльăхсен каяшне тата вилнĕ выльăхсене Çĕрпÿри утилизаци заводне яриччен тытса тăратпăр. Иртнĕ эрнере пысăк техника хутшăннине те палăртса хăварас килет. КамАЗ бази çинче вырнаçтарнă мобильлĕ крематор илсе килчĕç. Хальхи саккунпа хăрушă чирпе — уртаракан чир, çĕпĕр язви, ящур, бруцеллез — вилнĕ выльăхсене çĕре чавса чикме юрамасть, çунтармалла. Округра выльăх-чĕрлĕх йышлă, çавăнпа та вăл кирлех.

— Профилактика мероприятийĕсене ирттернисĕр пуçне чир-чĕр ан çулăхтăр тесен тата мĕн тумалла-ши?

— Чи малтанах ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, выльăх йышлă усракансен ветеринарипе санитари нормине пăхăнса ĕçлемелле. Паяна чылай хуçалăхра фермăсем тавра картасем тытман, дезоматсемпе дезобарьерсем çук. Ют техника лăпкăнах кĕрсе тухма пултарать. Кун пек чухне хăрушă чирсем тупăнма пултарасси куç умĕнчех.

Выльăх сутнă е туяннă чухне районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станципе çыхăну тытса ĕçлемелле. Чĕлхесĕр янаварсене малтан тата илсе килнĕ хыççăн та карантинта палăртнă вăхăт чухлĕ тăратмалла.

Выльăхсене пахалăхлă апат çитерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та ăна ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеттермелле.

— Петр Ильич, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сирĕн отрасльте ветеринари специалисчĕсене хавхалантарасси те йăлана кĕнĕ.

— Кашни выльăх тухтăрĕ тăрăшса ĕçлет, çавăнпа пĕрне хурласа теприне мухтас килмест. Тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан специалистсене тĕрлĕ шайри грамотăсемпе, Хисеп, Тав хучĕсемпе чыслатпăр. Çулталăк вĕçĕнче чи лайăх ветеринари лечебниципе участокне палăртасси те йăлана кĕнĕ.

Тĕп тивĕçе пурнăçланисĕр пуçне республикăра, округра иртекен конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнатпăр. Пĕрле килĕштерсе, ăнланса ĕçлеме тăрăшатпăр.

Ольга ПАВЛОВА калаçнă.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика