Фермер хуçалăхĕнче çĕр улми кăлараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:12 Просмотров: 19

Кăçал çанталăк çĕр çинче вăй хураканăн чăтăмлăхне тĕрĕсленĕнех туйăнать. Çур аки маларахри çулсенчен чылай кайран пуçланчĕ. Кĕрхи ĕçсем те çумăра пула вăраха тăсăлаççĕ. Ял хуçалăхĕнче кашни хĕвеллĕ кунпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ, анчах анасем йĕпе пирки техникăна тÿрех кĕртме те май çук.

Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнче çевок уйĕ пушаннă. Халĕ 60 гектарта çитĕннĕ çĕр улмие пуçтарса кĕртессишĕн тимлеççĕ. Сăмах май, хуçалăхра чипсы те кăлараççĕ, çавăнпа та «иккĕмĕш çăкăрăн» виçĕ тĕрлĕ сорчĕ те шăпах çак продукцие хатĕрлеме юрăхлисем.

— Кăçал çĕр улмие кăларакан «GRIMME» комбайн туянтăмăр. Вăл иртен пуçласа каçчен вăтамран 6 гектар кăларса пуçтарать. Пире анана пушатма чи нумаййи те 10 кун кирлĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» тÿрех управа хуратпăр, — тет Валерий Кузнецов фермер.

Çĕр улмие Димитрий Нурсов механизатор кăларать. Татьяна Лавровăпа Людмила Егорова комбайн çинчех ĕçе кĕртме юрăхсăртарах тымар çимĕçе суйласа пыраççĕ. Анатолий Киргизов, Сергей Казаков, Сергей Торговцев трактористсем управа турттараççĕ.

— Кăçал нумайăшĕ çĕр улми çĕрнипе нушаланать, пирĕн ун пекки çук тесен те юрать. Тĕрлĕ чир-чĕртен эрнере пĕрре ятарлă им-çампа сапнă. Симĕсленнĕ тымар çимĕçрен те чипсы пулмасть, çакна шута илсе авăрсене типĕт-

ме десикаци тăватпăр. Ку ĕçе те икĕ хутчен пурнăçланă. Малтанхи кăтартусемпе тухăçа начар тесе калас килмест, пĕр гектартан вăтамран 400 центнер тухать, — терĕ Валерий Леонидович.

Фермер хуçалăхĕнче кĕрхи ĕçсенчен тата 10 гектарта çитĕннĕ купăстана касмалли тăрса юлнă. Пушаннă хирсене çийĕнчех сухаласа пыраççĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика