Ку мероприятие кашни çулах сентябрĕн 17-мĕшĕнче паллă тăвакан Пациентсен хăрушсăрлăхĕн пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă.
Эрнен тĕп тĕллевĕ _ медицина пулăшăвĕ панă чухне сиен кÿрес хăрушлăха чакарасси питĕ пĕлтерĕшлине аса илтересси. Статистика тăрăх, çакăн пек лару-тăрусенчен çурри ытларах эмелсене тĕрĕс мар усă курнипе çыхăннă.
Хăвăра хÿтĕлеме тата сипленнĕ чухне хăрушлăха чакарма çаксене яланах асра тытмалла:
l çырса панă эмелсен ячĕсене тата вĕсен виçисене яланах тĕрĕслĕр, уйрăмах сире сиплекен тухтăр улшăннă пулсан;
l темиçе эмел çырса панă пулсан, вĕсен пĕр-пĕринпе килĕшсе тăрасси пирки тухтăртан ыйтса пĕлĕр;
l диагноз тĕрĕс пулнине иккĕленетĕр пулсан тепĕр специалист патне кайăр, «иккĕмĕш шухăш» ыйтăр;
l операци е процедура умĕн вĕсен тĕллевĕ тата мĕнле иртесси пирки тĕплĕн ыйтса пĕлĕр;
l ăнланма йывăр терминсене, сиплев меслечĕсене тата малашлăх прогнозне тухтăртан уçăмлатма ыйтăр;
l анализ илнĕ чухне лаборант стериллĕх йĕркисене пăхăннине (перчатка улăштарни, стериллĕ упаковкăна сирĕн умра уçни) тĕрĕслеме хăрамалла мар;
l хăвăрăн тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илмелли правасене тата сипленме килĕшмен чухнехи условисене пĕлмелле;
l енчен те ыйтусем сиксе тухсан, страхлакан компание е Росздравнадзора çырса йытса пĕлме пултаратăр.
Республикăри общество сывлăхĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕ
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
