Ыйхă килменни,çывăрманни питĕ начар пулăм. Тепĕр кунне ĕçлеме вăй çук, кăмăл начар. Кун пек чухне халăх медицини мĕн сĕнет-ши?
Чỹречесене хулăн чаршавпа кармалла: çывăракан пỹлĕмре сĕм тĕттĕм пултăр. Пĕр вăхăтра выртма тăрăшмалла. Çывăриччен пỹлĕме уçăлтармалла. Ыйхă тĕнчине путиччен 30 минут маларах телевизора сỹнтермелле. Ванна кĕмелле, ăшă сĕт е курăк чейне пылпа ĕçмелле. Каçхи апат вăхăтĕнче нумай çимелле мар. Сысна какайĕнчен тата тĕтĕмленĕ çимĕçсенчен пăрăнма тăрăшăр. Сĕтел çинче сыр, шăккалат, эрех-сăра ан пултăр. Сĕт апатĕнче, мăйăрта, пулăра, бананра магни пур. Вăл нерв тытăмне лăплантарать, тĕртĕмсене çемçетет. Йывăр утиялпа витĕнсен ыйхă лайăхрах килет. Çывăрса кайма пулăшакан курăксем: валериана, матрỹшке (душица), лаванда, мелисса, пĕтнĕк (мята), пион, чĕре курăкĕ (пустырник), чапăр курăкĕ (чабрец), эмел курăкĕ (ромашка аптечная), хыт курăк (шалфей), хăмла (хмель).
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
