Канаççĕ, сывлăхĕсене те çирĕплетеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.09.2026, 08:22 Просмотров: 101

ЧĂВАШ Республикин вĕрентÿ министерстви Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене Краснодар тăрăхĕнчи Кабардинка поселокĕнчи сывлăха çирĕплтемелли «Медвежонок» центра канма ярассине йĕркеленĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем хушшинче те çăмăллăхпа усă куракансем пур. Çамрăк ăрăва пиллĕкмĕш сменăна путевка тÿлевсĕр панă, çавăн пекех çул укçишĕн те тăкакланмаççĕ.

Ачасем 21 кунта хĕвел ăшшипе киленнисĕр, шывра ишнисĕр пуçне экскурсисене çÿреççĕ, кружоксене хутшăнаççĕ...

Каннă, сывлăхĕсене çирĕплетнĕ вĕренекенсем центртан таврăнсан çĕнĕ вăй-хăватпа пĕлÿ тĕнчи алăкне уçаççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика