Педагогсен тăрăшулăхĕн результачĕ — вĕренекенсен çитĕнĕвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2026, 10:45 Просмотров: 20

Округра педагогсен йăлана кĕнĕ конференцийĕ «Патăрьел муниципалитет округĕнчи вĕрентÿ системин аталанăвĕ: инновацисем тата перспективăсем» темăпа иртрĕ. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова, республикăри вĕрентÿ, çамрăксен политикин министерствин ача-пăча правине хÿтĕлекен сектор заведующийĕ Ольга Зверева, Леонид Кузнецов индивидуаллă предприниматель, учительсемпе воспитательсем, вĕрентÿ сферин хисеплĕ ветеранĕсем тата ытти хăнасем хутшăнчĕç.

Канашлу Патăрьелĕнчи ача-пăча ăсталăх шкулĕнче иртрĕ. Мероприятие хутшăнакансем шкул ачисемпе ача садне çÿрекенсем хатĕрленĕ хăйне евĕрлĕ куравпа паллашрĕç. Чăваш, тутар, ирçе тумĕсене тăхăннă вĕренекенсемпе вĕрентекенсем наци çимĕçĕсем пирки каласа пачĕç. Патăрьелĕнчи «Юмах» ача садне çÿрекенсем çĕр çырли ÿстереççĕ, унран тĕрлĕ апат хатĕрлеме вĕренеççĕ. Хăйсен ĕçĕпе паллаштаракан юмах та хатĕрленĕ.

Савăнăçлă мероприятие чăваш ташшисен республикăри фестивалĕн çамрăк лауреачĕсем уçрĕç.

Патăрьел муницпалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă май педагогсене ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн ăшшăн тав турĕ. Вĕрентÿ системине аталантарма округра сахал мар тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕ. Кăçал строительствăна тата тĕплĕ юсава 62,7 млн тенкĕ укçа хывнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн столовойне тĕпрен юсанă тата чÿречисене улăштарнă. Нăрваш Шăхалĕнче, Тутар Сăкăтĕнче спорт лапамĕсем тăваççĕ. Террорла хăрушсăрлăх валли 7,2 млн тенкĕ уйăрнă.

Тĕп докладпа администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ, «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн муниципалитетри координаторĕ Ирина Рубцова паллаштарнă май çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пынипе пĕрлех йăла-йĕркене те тытса пымалли пирки каларĕ.

Хальхи вăхăтра округри 9 ача садĕнче тата вĕрентÿ учрежденийĕсен çумĕнчи шкул çулне çитменнисен 19 ушкăнĕнче ачасене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕме хатĕрлеççĕ. Вĕсене 1,5 çултан пуçласа 7,5 çулти пепкесем çÿреççĕ.

Çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарас, пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе ача сачĕсенче агролабораторисем ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулсенче округри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем пулăшнипе вĕсене шкул çулне çитменнисен 6 учрежденинче хута кайнă.

2026-2027 вĕренÿ çулĕнче 16 шкулти парта хушшине 3500 вĕренекен ларать, вĕсенчен 231-шĕшĕн пĕрремĕш хут шăнкăрав янăрать.

Ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштаракан педагогсен 74,5 проценчĕн ĕç стажĕ 20 çултан иртнĕ. Учительсен вăтам çулĕ 49 çула яхăн. Тивĕçлĕ канăва тухнисем — 26,8 процент. Икĕ çула çитичченхи стажлă специалистсен йышĕ 4,9 процентпа çеç танлашать. Малалла та çакăн пекех пулсан аслисем хăйсен опытне кама парса хăвараççĕ? Çакăн пек ан пултăр тесен çĕнĕ типлă педагогика класĕсем уçмалла. Аслă класра вĕренекенсем наставниксемпе пĕрле кĕçĕн класра вĕренекенсем умĕнче уроксем ирттермелле. Çапла майпа професси хакне, унăн кирлĕлĕхне туйма май пур.

Тĕллевлĕ вĕрентÿ валли те çулленех квота уйăраççĕ. Шел пулин те, 2024 тата 2025 çулсенче пĕр килĕшÿ çеç çырнă. Малашне ку ыйтупа ытларах тăрăшмалла.

Учительсен ĕç-хĕлĕ ачасен вĕренÿри, экзаменсен, конкурссемпе олимпиадăсен кăтартăвĕсенче лайăх курăнать. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне вырăс чĕлхипе тата математикăпа 11 классем пурте ăнăçлă тытнă. 65 выпускник пысăк балсем (пĕр предметпа та пулин 81 балран ытларах пуçтарнă) пухнăран муниципалитет республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Виçĕ выпускник — 100, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Анна Антонова 200 балл илнĕ.

Шкулсен мăнаçлăхĕ — «Вĕренÿри уйрăм çитĕнÿсемшĕн» медальпе тухнисем. Кăçал выпускниксен 36,4 проценчĕ хисеплĕ паллă тивĕçнĕ.

2026 çулта 68 вĕренекен тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче çĕнтернĕ. Олимпиадăсен кăтартăвĕсемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Шăнкăртамри Феизов профессор ячĕллĕ, Хирти Пикшикри, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсем чи лайăх пилĕк пĕлÿ çурчĕ йышне кĕнĕ.

Маттур та пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ 14 çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, 12-шĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕсене илеççĕ.

Çитĕнекен ăру шкулта вĕреннисĕр пуçне хушма пĕлÿ илессишĕн те тăрăшать. Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн çитĕнĕвне те палăртса хăвармалла. 2026 çулта вăл «Ялти чи лайăх искусство шкулĕ» номинацинче çĕнтерчĕ.

«Паттăр» спорт шкулăн кăтартăвĕсем те аван. Воспитанниксенчен 14-шĕ спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе республикăра малти вырăнсене йышăннă. Рамазан Тазетдинов вара пиçиххипе кĕрешессипе Узбекистанра иртнĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртура пăхăр медальлĕ пулнă.

Округра «Пĕрремĕшсен куçăмĕ» те лайăх аталанса пырать. Йышра 3678 активист, вĕсемпе директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕсем тачă çыхăнура. Çавăн пекех «Раççейĕн ăмăрткайăк чĕпписем» проектăн та çулĕ уçăлсах пырать. Çамрăк армеецсем волонтерствăпа, ыркăмăллăхпа палăраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен пур вĕренекен, педагог, ашшĕ-амăшĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма, гуманитари пулăшăвĕ пама тăрăшать.

Паяна 12 шкулта Паттăр партти уçнă. Терроризмпа кĕрешсе паттăрлăх кăтартнă ентешсене, СВО участникĕсене сума суса стендсем тунă. Пĕлÿ çурчĕсен фасачĕсем çине 15 асăну хăми çакнă.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Раççей вĕрентÿ системинче çĕнĕлĕхсем те пулаççĕ. Педагогсем вĕсене секци занятийĕсенче пăхса тухнă. Çавăн пекех шалу тĕлĕшĕнчен те улшăнусем пур.

Конференцинче ĕçре палăрнă учительсемпе воспитательсене тĕрлĕ шайри наградăпа чысларĕç. Шкул спартакиадин çĕнтерÿçисене, çуллен иртекен смотр-конкурс лидерĕсене палăртрĕç.

Наталия НИКИТИНА, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ:

— Учителĕн ачана тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне пурнăç çулне суйласа илме, ырăпа усала уйăрма, çĕнĕлĕхсене алла илме вĕрентмелле. Округ, регион пуласлăхĕ те педагог ĕçĕнчен нумай килет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри учительсен конференцийĕнче çак шухăша палăртнă май ĕç укçине ÿстересси пирки те пĕлтерчĕ. Августăн 21-мĕшĕнче кăларнă Хушупа килĕшÿллĕн вĕрентекенсен оклачĕ 1,5 хут ÿсет. Çак хыпар питĕ савăнтарчĕ. Пирĕн ĕçе хисеплени тата лайăхрах, тăрăшарах вăй хума хистет.

Юратнă ĕç

хавхалану кÿрет

Ыхра Çырминчи вăтам шкулта Светлана Кулакова вĕрентекен 35 çул тăрăшать. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пырать. Кăçал педагог «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.

Светлана Пантелеймоновна мĕн ачаранах вĕрентекен пулас ĕмĕтпе ÿснĕ. Унăн камран тĕслĕх илмелли те пулнă — ашшĕпе амăшĕ те пурнăçне шкулпа, ачасене пĕлÿ парассипе çыхăнтарнă.

— 1991 çулта хам ăс пухнă Ыхра Çырминчи вăтам шкул алăкне вĕрентекен пек пулса хумханса уçрăм. Вĕренекенсен юратăвне çĕнсе илесси, вĕсене тĕрĕс воспитани парасси, ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупасси — пурте-пурте шухăшлаттарчĕç, — тесе аса илет вĕрентекен.

Виçĕ теçетке ытла çулта Светлана Пантелеймоновна темиçе класс та вĕрентсе кăларса янă. Выпускникĕсем паян та унпа çыхăну тытаççĕ, интереслĕ уроксемшĕн, ăслă канашсемшĕн тав тăваççĕ.

— Мана хамăн професси питĕ килĕшет. Ĕçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренекенсен юратăвĕ, ĕçтешсемпе пĕр-пĕрне ăнланса вăй хуни, ачасен ашшĕ-амăшĕ хисеплени пулăшать, — тет яланхи пекех ăшшăн кулса Светлана Пантелеймоновна.

Педагогăн професси ăсталăхне унăн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем çирĕплетеççĕ. Юлашки 5 çулта çеç улттăн Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадинче чăваш чĕлхипе тата литературипе çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шутне кĕнĕ. Маларахри çулсенче те тĕрлĕ конкурсра çитĕнÿсемпе палăрнă.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика