Тухтăрсене халăх хапăл йышăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2026, 09:50 Просмотров: 128

РЕСПУБЛИКĂРА иккĕмĕш çул ĕçлекен «Сывлăх патне утăм» программăпа медицина ĕçченĕсем чылай ялта пулса çынсен сывлăхĕсене тĕрĕслерĕç. Ку ĕç малалла пырать. Çак кунсенче Ыхра Çырминче, Тутар Сăкăтĕнче тухтăрсемпе медсестрасем халăха йышăннă. Кашни ялтах çынсем хапăлласах сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме килнĕ.

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче, паян, медиксен мобильлĕ бригади Алманчăра ĕçлет. Шурă халатлă сиплевçĕсем графикпе килĕшÿллĕн сентябрĕн 15-мĕшĕнче Сăкăта çитеççĕ.

Яндекс.Метрика