Раççей спорчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 14:17 Просмотров: 20

Раççей шайĕнчен —

пăхăр медальпе

Рамазан Тазетдинов Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен вăййисен XVIII ăмăртăвĕнче çар искусствипе пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Программăра спортăн 19 тĕсĕ пулнă. Кăçал пĕрремĕш хут «Чăваш наци кĕрешĕвĕ» дисциплинăна кĕртнĕ. Чăваш Республикин хутăш командинчи пирĕн ентеш хăйĕн вăйне тата кĕрешÿ мелне лайăх пĕлнине кăтартса панăран кĕрешÿре виççĕмĕш вырăна тухнă.

Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ

Патăрьелĕнчи «Паттăр спорт шкулĕн спортсменĕсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса савăнтараççĕ. Самара облаçĕнче дуатлонпа — çуран чупассипе, велосипедпа ярăнассипе, унтан татах çуран чупассипе — ăмăрту иртнĕ. Азалия Салихова (15-17 çултисем хушшинче), Карина Ежова (11-12) — иккĕмĕш вырăн тухса кĕмĕл, Самира Салихова (13-14), Милана Алексеева (11-12) — ылтăн, Елизавета Матвеева финиша виççĕмĕш çитсе пăхăр медальсене тивĕçнĕ.

Çамрăк спортсменсем Валерий Платонов тата Светлана Рубцова тренер-преподавательсем патĕнче спорт вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ.

Спортсменсем савăнтараççĕ

Лапсар поселокĕнче В.К. Львов ячĕллĕ спорт шкулĕнче триатлон енĕпе Чăваш Енре мала тухассишĕн тата чемпионат, ача-пăча лигин 5 тапхăрĕ (дуатлон дисциплипе кросс) иртнĕ. 22 спортсменран тăракан Патăрьелсен ушкăнĕ те ăмăртăва хутшăннă. Ризат Калмыков, Василиса Лепешкина, Сабиль Салихов, Исмаиль Янтыков, Милана Алексеева пьедесталăн чи çÿллĕ картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕ. Алия Шакурова, Булат Хафизов, Данир Рафиков, Василиса Иванова, Азалия Салихова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Финиша Елизавета Матвеева, Язгель Азмукова виççĕмĕш çитнĕ.

Çăмăл атлетсем

старта тăнă

Чылай çул шкулта ĕçлесе ачасене спорта юратма хăнăхтарнă Геннадий тата Петр Рыбкинсем ячĕпе Кивĕ Ахпÿртре çăмăл атлетикăпа йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ. Старта Патăрьел, Шăмăршă, Йĕпреç, Етĕрне тăрăхĕсенчи çамрăк спортсменсем тăнă. Вĕсен 300 тата 1000 метра парăнтарма тивнĕ. Кашнийĕ хăйсен пултарулăхне туллин кăтартса панă.

Учитель-ветерансем йĕркеленĕ мероприятие Олимп чемпионĕ Валентина Егорова, утассипе палăрнă Александра Деверинская, Пĕтĕм тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ Фаина Краснова хутшăннă. Вĕсем çамрăксене спорт каçалăкĕнче ăнăçу суннă.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика