Ачасемпе тимлĕ пулмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2025, 18:54 Просмотров: 140

Наркомани паян тĕнчешĕн пысăк хăрушлăх пулса тăчĕ. Наркомансен йышĕнче 18-30 çулсенчи çамрăксем ытларах пулни паллă.

Ача наркотикпа "туслашнине" малтанхи тапхăртах мĕнле пĕлмелле-ха? Унашкал çынна пирваях сыввинчен уйăрса та илейместĕн. Çапах та ывăл-хĕрĕн кашни хусканăвне туякан ашшĕ-амăшĕ ача улшăннине тỹрех сисет.

 Наркотик тутанакан ачана малтанхи интерессем илĕртмеççĕ. Унăн вĕренỹ шайĕ чакать. Кăмăлĕ хăвăрт улшăнма пултарать. Ыйхи çĕтнипе аптрать. Тепĕр паллă - куç шăрçи пĕчĕкленсе е сарăлса каять. Унăн тăруках çĕнĕ туссем тупăнаççĕ. Урăхла калаçусем пуçланаççĕ. Наркотиксемпе усă куракан çамрăк çав тери хăвăрт тата чĕрре кĕрсе калаçать. Куçĕ çуталать, ним çукран кулма тытăнать е тарăхать.

 Чылай çул наркотикпа туслисен аллисем çинче е ытти вырăнта укол йĕрĕсем нумай. Куç айĕшыçăнни те паллă. Хăвăртрах черетлĕ доза тупас туйăм унăн "чунне кăшлать".

Ачасене наркотиксенчен хỹтĕлесси чи малтанах çемьерен, çывăх çыннисенчен килет. Вĕсемпе питĕ тимлĕ пуласчĕ, кĕçĕнренех упраса сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасчĕ, наркотик тата ытти киревсĕр йăласен сиенĕ пирки час-часах аса илтересчĕ, пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшасчĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах тĕрлĕ кружока е секцие çỹреччĕр вĕсем, спортпа туслă пулччăр.

Надежда НАДИНА, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри нарколог тухтăр

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика