Инсультпа инфаркт патне çитерет

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:49 Просмотров: 231

 Чылай çын артерири юн пусăмĕ хăпарнипе - гипертони чирĕпе - аптрать. Ку чир инфарктпа инсульт патне илсе пырать. Çавна пулах çĕр чăмăрĕ çинче кашни улттăмĕш çын пурнăçран уйрăлать. Халăхра тăтăшах гипертони аслă ỹсĕмрисен чирĕ тенине илтме пулать. Юлашки çулсенче вăл палăрмаллах "çамрăкланчĕ". Гипертони хăй хыçççăн йывăр йĕр хăварнипе - инфарктпа инсульт пулнипе уйрăмах хăрушă. Чир вăраха тăсăлни чĕре, пỹре ĕçĕ çине япăх витĕм, куç çинче йĕр хăварать.

Гипертони чирĕпе çыхăннă çак йывăрлăхсем пациента инвалида кăлараççĕ е вилĕм патне илсе çитереççĕ.

 Пирĕн пата пулăшу ыйтма килекен çынсенчен хăшĕ-пĕри юн пусăмĕ пысăк чухне пуç ыратнине, çаврăннине, куç хуралса килнине пĕлтерет. Анчах та ку чир паллисем яланах кун пек пулмасан та пултараççĕ. Пациентсен 30-40 проценчĕ юн пусăмĕ хăпарнине те туймасть, вĕсене нимĕн те канăçсăрлантармасть. Çавăнпа вĕсем тухтăр патне те каймаççĕ. Çакă вара уйрăмах хăрушă. Юн пусăмĕ хăпарнине "шăппăн вĕлерекен" теççĕ. Мĕншĕн тесен вăл чылай çул чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне хавшатать. Çын хăйне лайăх туять, сипленмест, ун хыççăн вара кĕтмен туман çĕртен инфаркт е инсульт пулса иртет.

 Енчен те сирĕн пĕрре те пулсан юн пусăмĕ ртуть юпипе 140Ỹ90 мм е çỹлерех те хăпарнă пулсан, ăна тĕрĕслесех тăмалла. Медицина пулăшăвĕ ыйтмалла, килте хăв тĕллĕн сипленме юрамасть. Енчен те гипертонипе чирлĕ çын эмелсене вăхăтра тата тухтăр сĕннĕ пек ĕçсе тăрать пулсан юн пусăмĕ чăнах та канăçсăрлантармасть. Паллах, çын пăлхансан е тĕрлĕ стресс тỹссе ирттерсен вăл выляма пултарать, анчах та вăхăтлăха. Юн пусăмĕ темиçе кун е эрне пысăк тăрсан сиплеве улăштармалла. Ку ыйтупа каллех тухтăр патне каймалла.

Гипертонипе хирĕç эмелпе çеç мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса та кĕрешмелле. Ытларах симĕс чей ĕçмелле, вăл юн пусăмне чакарнине тахçанах çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Кунсăр пуçне юн тымарĕсен ĕçĕ çине лайăх витĕм кỹрет. Артери гипертонийĕпе чирлекенсен апатра тăварпа сахалрах усă курмалла. Çуллă апат-çимĕç те сĕтел çине сахалрах хумалла. Ытларах пахча çимĕç, улма-çырла, пăтă çимелле. Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, 5-10 килограмм чакни юн пусăмне ртуть юпин 10 мм чухлĕ антарма пулăшать. Çавăнпа та пациентсене кулленхи пурнăç йĕркине улăштарма сĕнетĕп. Скандинави уттипе туслашни те аван, ытларах хускану туни те пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах май, гипертони чирĕ ăруран-ăрăва куçнине те çирĕплетнĕ. Енчен те сирĕн аçăр-аннĕртен пĕри юн пусăмĕ вылянипе аптрать пулсан, ку чир сире те куçма пултарать. Çавăнпа та сывлăх çине халех тимлĕх уйăрсан аванрах.

Алевтина АЛЕКСАНДРОВА, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ, республикăри "Медицина - манăн туртăм" проектпа "Тавтапуç, тухтăр!" акцие хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕскер

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика