Табак туртни организма пысăк сиен кÿрет. Предприятисем, автомобильсем кăларакан тĕтĕм-сĕрĕм, наркăмăшлă компонентсемлĕ апат-çимĕç пирус сĕрĕмĕпе хутшăнса туртакана çеç мар, унпа пĕр пÿлĕмри çынсене те сиенлеççĕ.
Фильтрсăр сигарет туртакан тĕтĕмĕн 32 процентне, фильтрпа тĕтĕмĕн 23 процентне сывласа илет. Тĕтĕмри хытă япаласем 82 процентран пуçласа 90 процент таран ÿпкере ларса юлаççĕ.
Пĕр сигарет туртнă хыççăн организма 1 миллиграма яхăн никотин лекет. Кунта сигарет пахалăхне те, тарăннăн сывласа туртнине те, тĕтĕме ăшра тытса тăнине те шута илмелле.
Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх тĕнчере пĕр млрд çыншăн пирус туртни яланхи пурнăç йĕрки шутланать. Çак йăла хĕрарăмсенче пурришĕн те тĕлĕнме пăрахрăмăр. Çул çитменнисем те алла пирус тытма пăхаççĕ. Туртакансем хушшинче онкологи, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе вилекенсем тĕл пулаççех.
Çын организмĕ вăрах, 23 çула çитиччен, йĕркеленсе çитет, аталанать. 15 çулчченхи ачасем тĕтĕм мăкăрлантарни вĕсен малашлăхне тĕксĕмлетет, ыттисенчен 5 хут ытларах ÿпке ракĕпе аптраççĕ. Табак тĕтĕмне пула малтан бронхит чирĕ пуçланать, унтан апат хуранĕн язви, апат ирĕлтерекен ытти чир-чĕр вăй илеççĕ.
Нумай çул туртакан сигаретри никотина хăнăхать, унсăр тăрайми пулать. Çавăнпа ĕнтĕ чĕлĕме туртма пăрахма питĕ йывăр.
Сигарет тусĕсем çулран-çул çамрăкланса пыраççĕ. Туртакан общество — пирĕн аталану тăшманĕ. Çакна асра тытмалла. Ашшĕ-амăшĕн, учительсен, культура ĕçченĕсен пирус сиенĕ пирки ачасемпе тата çул çитмен çамрăксемпе профилактика ĕçĕсене тăтăшах туса пымалла. Кĕçĕн ÿсĕмрисене пирус сиенĕ пирки тĕплĕн ăнлантармалла, туртакансене куçран вĕçертни каярах — çитĕнсе çитсен — ку е вăл çыншăн хака ларма пултарать. «Çухатнă» сывлăха каялла тавăраймăн.
Анатолий КОЛЬЦОВ,
Турханти врач
амбулаторийĕн тухтăрĕ
Август 2026 |
