2027 çулта Патăрьел муниципалитет округĕ 100 çул тултарать. Çавна май хаçат страницинче «Округ 100 çул тултарас умĕн» рубрика уçрăмăр. Унта хамăр тăрăхри хисеплĕ те сумлă çынсем пирки çырăпăр. Кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕнче Рифкат Сафиуллов 80 çулхи юбилейне паллă турĕ, çапах вăр-варлăхне çухатман. Тĕрĕссипе, Рифкат Загитовича Юхма енре пĕлмен çын сахал пуль. Вăл яшлăхран пуçласа халĕчченех спортпа туслă. Уйрăмах волейболла, шашка-шахматла выляссипе маттур. Округри пур ăмăртăва та хутшăнма тăрăшать. Муниципалитетра спорта аталантарассишĕн те нумай вăй хунă.
Вĕреннĕ, ĕçленĕ вăхăтра та Рифкат Загитович спортпа туслă пулма пăрахман. Студент вăхăтĕнче Чăваш Ен чемпионатĕнче волейболла выляса тăватă хутчен иккĕмĕш призер пулнă. Свердловск, Мускав хулисенче пединститут чысне хÿтĕленĕ. Вăл — ялти спортсменсем хушшинче волейболла выляссипе республика чемпионĕ. Çуран чупассипе те, кире пуканĕ йăтассипе те палăрнă. Шашка-шахматла выляссипе те малти вырăнсене йышăннă.
Рифкат Сафиуллов 1946 çулта Тутар Сăкăтĕнче çуралнă. Ялти, Ишлĕри, Алманчăри шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Аттестатлă каччă Шупашкарти Иван Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1967 çулта физика учителĕн дипломĕпе тăван тăрăха таврăннă. Направленипе Аслă Чементи вăтам шкула ĕçлеме кайнă. Çамрăк ăрăва физика тата астрономи предмечĕсене алла илме пулăшнă. Çулталăк кунта тăрăшнă хыççăн салтака кайма ят тухнă. Çартан таврăнсан татах вĕрентекен ĕçне пикеннĕ. Сăкăтри, Тутар Сăкăтĕнчи пĕлÿ çурчĕсенче вăй хунă. Пултаруллă яша «Алга» колхоз председателĕн заместителĕ пулма суйланă. Пĕрлех тăван ялĕнче историпе астрономи предмечĕсене ертсе пынă. 1977-1988 çулсенче районти халăх вĕрентĕвĕн пайĕн заведующийĕ пулнă. 1988 çулхи ноябрьте Патăрьелĕнчи КПСС райкомĕн иккĕмĕш секретарь тивĕçне шаннă. Ĕçленĕ вăхăтрах пĕлĕвне те анлăлатнă. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче колхозсемпе совхозем валли ертсе пыракан кадрсене хатĕрлекен уйрăмра вĕреннĕ.
Ĕçлĕхлĕ, анлă тавракурăмлă çыннăн çулĕ уçăлса пынă. 1991-1997 çулсенче — Рифкат Загитович ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ. Нумайăшĕ ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕрентÿ управленийĕн начальникĕ пек те пĕлеççĕ. 2002-2007 çулсенче муниципалитет администрацийĕн культура тата çамрăксен ĕç-хĕлĕ, вырăнти хăй тытăмлăх, организаци тата кадр ĕçĕ, строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пайĕн тĕп специалистĕнче тимленĕ. Каярах, 2010 çулччен, Патăрьел территори пайĕн (унччен ял тăрăхĕ) пуçлăхĕ çумĕнче, тĕп специалистра тăрăшнă.
Туртакан лаша çинех тиеççĕ, теççĕ халăхра. Рифкат Сафиулловăн хушма ĕçсем те нумай пулнă. Вăл Чăваш Республикинчи пĕрремĕш Тĕп суйлав комиссин председателĕн заместителĕнче, Патăрьелĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕнче вăй хунă. Халăх ăна 15 çул районти Халăх депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйланă. Паян та вăл общестăлла ĕçсене хастар хутшăнать.
Ĕçне кура Рифкат Загитовичăн хисепĕ те çителĕклех. Вăл «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. ЧАССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп Грамотине ăна икĕ хутчен панă. Ытти сумлă наградăсемпе хутсем çителĕклех.
Рифкат Загитовичпа Румия Нурулловна виçĕ ача — икĕ ывăлпа пĕр хĕр — çуратса ÿстернĕ. Кашнине тивĕçлĕ воспитани пама, Тăван çĕршыва юратма, тарăн пĕлÿ илме, ĕçе вĕрентме тăрăшнă. Вĕсем пурте çемьеллĕ, хăйсен пурнăç çулĕсене тупнă. Сăмах май, хисеплĕ мăшăр 51 çул çемье сукмакне такăрлатать. Рифкат Загитович хăйне паянчченех тĕрев парса пыракана тăван ялĕнчех тупнă. Румия Нурулловна та педагог. Вăл малтан Елабугăри музыка училищинче пĕлÿ илнĕ, кайран Хусанти педагогика университетĕнче ăс пухнă. Туçари пĕлÿ çуртĕнчи музыка шкулĕнче вĕрентнĕ, Сăкăтра тата Патăрьелĕнче тутар чĕлхипе литературине ертсе пынă, пĕрлех ача садĕнче музыка ертÿçи пулнă.
Округра Рифкат Сафиуллов пек пултаруллă та хастар çынсем пурри савăнтарать. Çамрăксемшĕн вăл чăн-чăн тĕслĕх! Ахальтен мар ĕнтĕ кашни çынпа пĕр сăмах тупма пĕлекене муниципалитетра хисеплеççĕ, çемьере юратаççĕ, юлташĕсемпе спортсменсем сума сăваççĕ.
Мевлет ЗЕЙНЕТДИНОВ,
ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ
Август 2026 |
