Ҫӗнӗ Ахпӳртри библиотекăра Людмила Сачкова прозаикӑн «Самана салтакӗ» ятпа пичетленсе тухнă ҫӗнӗ кĕнекин чыславӗ иртрӗ. Ӑнаавтор хăйĕн юратнă учительницине – Мария Гордеевна Гордеевăна – халалланă.
Очерксен пуххи – паллă журналистӑн, писателӗн вуннăмĕш кĕнеки. Мӗн тĕллевпе ҫырнӑ-ха ӑна? Финн вӑрҫи ҫулӗсенче яла ҫут ӗҫ министерствин направленипе ӗҫлеме килнӗскер, 50 ҫул хушши халӑха ҫутта кăларас ӗҫре тӑрӑшса вăй хунă математика предметне вĕрентекен, шкулта завуч, директор ӗҫӗсене те пӗр вӑхӑтрах пурнӑҫласа пынă, вырăнти территори пайӗн пуçлăхĕ те пулнă, халăха гражданла хӳтӗлев тӗлӗшпе сыхӑ пулма хӑнӑхтарнӑ. Малтанхи кунсенченех районти парти комитечӗн агитаторӗ тата пропагандисчĕ пулнă та мӗн пенсие кайичченех ҫак тивӗҫе чун патне йышăнса халӑха кулленех ҫӗршывӑн тĕп тӗллевӗсем, вӑрҫӑри хыпарсем, тӗнчери политика лару-тӑрӑвӗ ҫинчен лекцисем вуланӑ. Ҫавна май нумай хаҫат-журнал ҫырӑнса илнӗ, питĕ пуян интеллектлӑ ҫын пулнӑ.
Хăй ҫинчен вӑл «Эпӗ те учитель пулнӑ, те колхозник?» тесе каланӑ час-часах. Мӗншӗн тетӗр-и? Ал-уринче вӑй пур чухне вӑл агитатор-пропагандист пулнӑ май «Боевой листоксем» ҫырса тӑнӑ, хирте колхозниксемпе танах ҫурла тытса тырӑ вырнӑ, пӑрҫа ҫулнӑ, пахча ҫимӗҫ бригадинче тӑрӑшнӑ, килте выльӑх-чӗрлӗх йышлă тытнă. Хăй ҫеҫ мар, виҫӗ хĕрне те колхозри мӗн пур ӗҫе явӑҫтарнӑ. Йывӑр ӗҫре пилĕк хунӑ ачисем чӑн-чăн воспитани илсе шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнӑскерсем тухтăр, ют чӗлхесене вĕрентекен пулса ӗҫленӗ, ашшӗ-амăшĕн ятне ҫӳлте тытнă. Мария Гордеевна мӑшӑрӗ – ялти тӑрӑшуллӑ, хисеплӗ ветеринар Василий Константинович Починкин, пӗтӗм колхозри ӗне, лаша, сысна, сурӑх, чӑх-чӗп, фермисенчи выльӑх-чӗрлӗхе сыватса, пӑхса тӑнӑ.
Ҫапла вара, Мария Гордеева иртнĕ саманана упраса-сăнаса, халăха хавхалантарса тăракан ҫын пулни курăнать. Характерĕ ҫав тери ҫирӗп те принциплă, халӑхшӑн чунне парса тӑрӑшакан ҫын пулнипе уйрăмах палăрса тӑнӑран вӑл чăн-чăн салтак пек курӑннӑ. Ӑна ял, район хисеплесе-юратса тӑнӑ, ял ҫыннисем ун умĕнче пуҫ тайса иртсе кайнӑ. Ҫавна шута илсе Людмила Сачкова «Самана салтакӗ» ят панӑ та хӑй хатĕрленĕ кӗнекене.
Чыслава пухăннă ял халӑхӗ пĕри те тепри тухса калаҫрӗҫ, хӑйсен асĕнче Мария Гордеевна епле сӑнарланса тӑни пирки аса илчӗҫ. Пурте юратакан вӗрентекен пирки шкулта пĕрле ӗҫленӗ Елизвета Софронова учительница, «Родина» колхоз председателӗ Владимир Синеев, «Авангард» хаҫат редакторĕ пулса нумай ҫул хушши ӗҫленӗ Николай Ларионов журналист, унăн вĕренекенĕсем пулнă Тамара Кузьмина-Волкова, Николай Чумерин, Анастасия Бахматова, Нина Казянова учительсем пайтах ырӑ сăмах каларĕҫ. Ялти фельдшерица Феофания Волкова нумай ырӑ самантсем аса илчӗ. Тухса калакансем чылайăн пулчӗҫ. Ял ҫыннисем Мария Гордеевна ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене хапӑлласах туянчӗҫ, авторсем ялти тата шкулти библиотекӑна кӗнекесем парнелерӗҫ.
Надежда Лекерова,
Ҫӗнӗ Ахпӳртри
ял библиотекарӗ
Август 2026 |
