Çак кунсенче Çăл Атăкра пурăнакан Ягудинсем (сăн ÿкерчĕкре) çемьери чи паллă та пĕлтерĕшлĕ куна — çемье чăмăртаннăранпа 65 çул çитнине — тимĕр туйне — паллă тăваççĕ. Владимир Ильичпа Августина Яковлевна çавăн чухлĕ çул алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланса, пурнăç çулĕпе малалла утаççĕ. Вĕсен таса туйăмĕ тимĕр пек çирĕп, хурçă пек хĕрÿ.
Хыçра — пархатарлă пурнăç сукмакĕсем. Владимир Ильич Канашра бухгалтер специальноçне алла илнĕ хыççăн тăван яла таврăннă. 40 çула яхăн колхоз производствинче вăй хунă: бухгалтер, аслă бухгалтер, экономист должноçĕсенче ĕçленĕ. Пĕр вăхăт «Знамя» колхозăн «лавне» те туртнă. Партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер парторг пулнă, профсоюз организацине те ертсе пынă. Çитĕнĕвĕсене, хастарлăхне кура район, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсене, «Районти чи лайăх экономист» ята та тивĕçнĕ.
Шăпах Канашра бухгалтера вĕреннĕ чухне тĕл пулнă вĕсем пулас мăшăрĕпе — Августина Яковлевнăпа. Вăрăм та хура çÿçлĕ, яштак пÿ-силлĕ хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ. Пĕрлешнĕ хыççăн çамрăк мăшăр ялта тĕпленнĕ. Августина Яковлевнăна Анат Тăрмăшри 8 çул вĕренмелли шкулта аслă вожатăй пулма сĕннĕ. Каярахпа учитель профессине алла илнĕ, 30 çул ытла кĕçĕн класра вĕренекенсене пĕлÿ панă. Тÿрĕ чунлă ĕçĕшĕн вăл «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕсем паянхи кун та пĕрремĕш учительницин урокĕсене, вăл вĕсене амăшĕ пекех йышăннине ăшшăн аса илеççĕ.
Хисеплĕ мăшăр 5 ача çуратса ÿстерсе пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Ирина — педагог, Канаш хулинчи пĕр шкулта хими предметне вĕрентет, 30 çул ытла çак сферăра тăрăшать. Лина — ЧПУра вĕренсе тухнă хыççăн Канашра терапевт пулса ĕçлет. Наташа та медицина профессине алла илнĕ, тĕп санитари врачĕ. Илья — юрист, Шупашкарти пĕр фирмăна ертсе пырать.
Ольга та амăшĕн ĕç династине малалла тăсать. Шупашкарти педуниверситетра пĕлÿ илнĕ хыççăн кĕçĕн классен учителĕ пулса тăнă. Малтан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта, юлашки 10 çулта Патăрьелĕнчи каçхи шкулăн директорĕнче тăрăшнă. Вăл та амăшĕ пекех «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Ягудинсем паян ачисемпе çеç мар, 9 мăнукĕпе тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе те савăнса пурăнаççĕ. Паянхи пурнăçа ватăсем çапларах хак пачĕç:
— Пурнăç нихăçан та пĕр тикĕс пулмасть. Йывăрлăхсем яланах пулнă, пулаççĕ те. Эпир те, тăххăрмĕш теçеткене вакланă вăрçă ачисем пыл та çу çеç çисе ÿсмен. Ĕçленĕ ялан, нăйкăшман, мĕн кирлине хамăр алă вăйĕпе пурнăçланă. Паянхи пурнăçа ÿпкелешмелли çукчĕ-ха. Çар операцийĕ çеç халăха пăлхантарать, пăшăрхантарать. Тăван çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн çап-çамрăк ачасем юн тăкни, ĕмĕрлĕх куçне хупни çеç кулянтарать...
Сăмах май каласан, Ягудинсен пĕр мăнукĕ — Даниил Паймуков — паянхи кун офицер, СВОра, ытти çар çыннисемпе çĕршыв тăнăçлăхне сыхлать. Кукашшĕпе кукамăшĕ уншăн та, ытти салтаксемшĕн те кĕл тăваççĕ, пăшăрханаççĕ.
Çемье телейĕ хисеплĕ ватăсемшĕн — çывăх çынсем пурте ырă-сывă пулни, пĕр-пĕрне кашни кун сывлăх сунни, кил-тĕрешре хăтлăхпа-тирпейлĕх пулни, мăшăрсем нумай çул иртсен те чĕрери таса юрату туйăмне упраса пурăнни.
Мария МАДЮКОВА
Август 2026 |
