Малалли
‒ Офицерсемпе салтаксем, эпĕ кунта сирĕн командир хушнипе килтĕм. Вĕсем пурте, кам чĕрĕ юлнă, парăнса нимĕс çарĕ енне куçас терĕç. Сталин çарĕн кунĕсем нумаях тăрса юлмарĕç. Тепрер эрнерен Гитлер Мускавра Хĕрлĕ тӳремре парад тăвĕ, çавăнпа сиртен кам килӗшет, çавсене ирхине тутлă апат çитернĕ хыççăн пурне те нимĕç çарĕн присягине йышăнтаратпăр та тум , хĕç-пăшал паратпăр, унтан Мускав хулине парăнтарма фронта илсе каятпăр. Кам килĕшмест, çавсене пурне те нимĕç çарӗ енне куçнисем персе пăрахаççĕ. Ăнламалла пулсан ‒ ыранччен.
Алăк хупăнсан витере пĕр вăхăт шăплăх тăчĕ. Ерипен-ерипен унта та кунта пӑшăлтатса калаçани илтĕне пуçларĕ. Майорпа пĕр капитан пурне те ӳкĕте кĕртме хăтланнă сутăнчăк сăмахĕсене ĕненме юраманни çинчен, çĕр-шывăн, Совет çарĕн, совет салтакĕн çирĕплĕхĕ калама çук çирĕп пулни çинчен ĕненмелле каларĕç. Нумайăшĕ вӗсен сăмахӗсемпе килĕшрӗ. Аманнисем çеç никама итлеме пултараймасӑр нушаллă сассемпе йынӑшса хăйсене йывăррине пӗлтереççĕ. Майор ирхине пурте пӗрле кар-р тăрса чупса тухса нимĕç салтакĕсене тӗп тума та сĕнет.
Ваççапа Тĕкмер Микулӗ çӗнӗ çурт-йӗр тунине пĕрре мар курнă. Пурасене никĕс пуканĕсем çине лартса никĕс айне, пукансем хушшине, шăтăк хăварас мар тесе туратсăр пуленккесем чикнине лайăх пӗлеççĕ. Сивĕре пӳрт е вите ăшши пуленккесем хушшинчен тухса ан сĕвĕрĕлтĕр тесе тăпрапа хуплаççӗ. Çакăн çинчен Ваççа майора каласанах вӑл стена патĕнче выртакан салтаксем хушшипе пычĕ те тĕрĕслесе пӑхрĕ. Чăнах та, улăмпа навус сийне илсен никĕс çумĕнче тăпра курăнчĕ, тăприне сирсен ‒ тикĕс юман пуленккисем. Майор Ваççапа Микуле пулăшма ыйтса васкасах пуленккесене пĕрерĕн-пĕрерĕн кӑлара пуçларĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, салтаксем сывланипе пăчăхланнă вите каçхи уçă сывлăшпа тулчĕ. Майорпа капитан канашларĕç те кунтан тарма май пурри çинчен каларӗç.
‒ Офицерсемпе салтаксем, утма, чупма пултаракансем, аманнисем, тыткӑнран хӑтӑлма май пур. Камӑн çӑлӑнас килет, пурне те пирĕн хыççăн пыма сĕнетпĕр. Кам пырас темĕ, пĕлĕр: Совет çарĕнчен вăйлăрах çар тĕнчере çук. Хальлӗхе пирĕн çар чакса пырать, анчах çак вăйсăрлăх вăл кĕске вăхăта кӑна пырĕ. Кам вара çĕр-шыва сутать, çавсене совет халăхĕн ылханăвĕ эсир вилсен сире çĕр айĕнче те лăпкă выртма памĕ. Пирĕн хыççăн, хăвăртрах, тӑхтама юрамасть. Çуллахи каç кĕске. Тепрер сехетрен çутăлма та пуçлать.
Малалли пулать.
Август 2026 |
