(Матвей Капитонович Дмитриева, асаттен шăллĕне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерне, ялти малтанхи колхозниксенчен пĕрне халалласа)
1 пайĕ
Ĕçчен çынна ялан сума сăваççĕ,
Вилсен те хăй — ыр ячĕ ун юлать.
Матви тете çинчен халь те манмаççĕ,
Паян кунччен ял-йыш асра тытать.
Атте енчи тăван тете вăл пирĕн,
Чи аслă шăллĕ пулнă асаттен,
Пустуй сăмах нихçан та калаçмастчĕ,
Пуш параппан çапмастчĕ ахальтен.
Терт-нушине сахал мар тÿсме тивнĕ,
Çапах та хуçăлман, усман пуçне,
Лайăххине çеç вĕçĕм ĕмĕтленнĕ,
Тартман питрен нихçан ăш куллине.
2 пайĕ
Колхоз йĕркелесен вĕсем кĕреççĕ
Унта мăшăрĕпе чи-чи малтан,
Ир пуçласа каçчен вара ĕçлеççĕ,
Хуçалăхĕ тĕрекленет ялан.
Вăл пулнă колхозри пĕрремĕш тимĕрç,
Хăй пĕчченех пуранă лаççине,
Ака-суха валли туптанă хатĕр,
Питех те тĕплĕн тунă хăй ĕçне.
Пĕрремĕш жнейкăна илсе килсессĕн
Ăна шанса параççĕ ун рульне,
Хирте унпа вырмашкăн пикенсессĕн
Вăл кÿнĕ çăмăллăх хресчен ĕçне.
Колхоз хуллен вăй илнĕ, аталаннă,
Ÿстернĕ тыррине те выльăхне,
Ял çыннисем те ăнлана пуçланă
Пурнăç пĕрлĕхре çеç лайăххине.
Кĕрсессĕн тапăнса фашист ордийĕ,
Пурте кар! тăнă хирĕç Гитлĕре.
Ыттисемпе тан Кĕпитун Матвийĕ
Каять хÿтĕлеме тăван çĕре.
3 пайĕ
Ун ашшĕ Кĕпитун — мăн асатте ман —
Сывлăх енчен пит тĕреклĕ пулнăран
Хутла начар пĕлсессĕн те, пĕрех
Чылай çулсем тăрать вăл хĕсметре.
Çара ăна илеççĕ авлансассăн,
Шăпах ман асаттеçĕм çуралсассăн,
Шутланнă чĕрĕк ĕмĕр вăл çарта,
Пулса курмасть ăçта кăна унта!
Инçет Хĕвел тухăçĕнче те пулнă,
Вăл ишнĕ Инди океанĕнче,
Ла-Маншпала экватор урлă каçнă,
Çапăçнă вăл Япони вăрçинче.
Икĕ хутчен ăна парса чысланă
Хăюллăхĕшĕн Георги хĕресне,
Тыттарнă патша хĕр хăй аллипе
Кĕпитуна хĕрлĕ пурçăн кĕпе.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен вара
Киле килет хытах суранланса.
Сад ĕрчетет, пыл хурчĕсем усрать,
Çынсем валли сĕтел-пукан тăвать.
4 пайĕ
Матви тете çинчен каллех тăсасшăн
Калас сăмахăма эп малалла,
Киле яраççĕ, хыт сусăрлансассăн,
Вăрçа текех илмеççĕ каялла.
Суран сурсан та, хытă ыратсан та,
Килте ларман пĕрре те ал усса.
Турхан енче вырнаçнă арманта
Вăл çăнăх авăртать мельник пулса.
Çак армана хăй пĕчченех юсать,
Ларсен хăмисене йăлт çĕнетет.
Тухсассăн çил — кунлать те çĕр каçать,
Ялан çын кăмăлне тивĕçтерет.
Тытать хурт-хăмăр ашшĕ евĕрлех,
Вĕсен йышне шав ÿстерсе çуллен.
Утатчĕ хăйĕн утарне куллен
Вăл çуранах Хурама-Твар еннех.
Макар тетепеле пĕрле вĕсем
Хĕлле пулсан çăмпа аппаланатчĕç.
Ялта текех пулман ăстаçăсем —
Кăçат çапма вĕсем çеç пултаратчĕç.
Кăмăлĕпе пит ырăччĕ тете,
Пире ялан сăйлатчĕ пылпала.
Пырса паратчĕ шав Сăпас çитсен
Ятарласа пысăк савăтпала.
5 пайĕ
Инкепеле Матви тете ÿстернĕ
Виç хĕр те пилĕк ывăл çуратса.
Виç ывăлпа ик хĕрĕ диплом илнĕ
Институтра аслă пĕлÿ пухса.
Федя тетен шăпи синкерлĕ пулнă —
Таврăнаймарĕ сывă салтакран,
Техникумран вĕренсе çеç тухайнă,
Тен, хĕрсемпе те çÿресе курман.
Пит ăслă çынччĕ Валери тете те,
Институтра пухатчĕ пĕлĕвне,
Практикăра чухне, виç çул иртсен,
Лекет вăл радиаци тыткăнне.
Черетпеле кайран пурте, чăнах та,
Ăсанчĕç майĕпен леш тĕнчене...
Пĕр хĕрĕ çеç халĕ пурăнать ялта,
Йыснасăр юлчĕ вăл та пĕчченех.
Чирлет пулсассăн та, хăй пурпĕрех
Тăрать-ха сăнаса тăван çуртне.
Ывăлĕпе хĕрĕ çемйисемпе
Килсех çÿреççĕ амăшĕ патне.
Ун чух куçĕсем савнăçпа çиçеççĕ,
Тулли çав пурнăç çемьепе пĕрле!
Матви тетен килне кайсах çÿреççĕ,
Манмаç мăнукĕсем кукашшĕне.
Хуралчĕсем ун халĕ те лараççĕ,
Туйнаççĕ кĕтнĕн килессе хуçи,
Улмуççисем те çимĕçне параççĕ
Кашни çулах — каланăн: «Килсе çи!»
Эпир ялан асăмăрта упратпăр
Сана, тăванăмçăм, Матви тете!
Ыр кăмăлна, ĕçÿсене манмастпăр,
Упранĕ сăнару, яту пирте!
Халал Толи (А.Дмитриев),
Çĕньял
Август 2026 |
