Территори пайĕсен пуçлăхĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни ĕç тухăçлăхне, вырăнти пурнăç хăтлăхне ÿс-
терме, çавăн пекех кулленхи çивĕч ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса пама, тĕл пулакан йывăрлăхсене парăнтарма, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пулăшать. Муниципалитет округĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе территори пайĕсене, вырăна тухса йĕркелекен канашлу шăпах çак тĕллевпе çыхăннă. Хальхинче вăл саккăрмĕш çул Мария Мадюкова çăмăл мар «лава» туртакан Çĕньял территори пайĕнче иртнĕ (сăн ÿкерчĕкре тĕл пулу саманчĕ).
Канашлăва муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — хăтлăх тата территорисен аталанăвĕн начальникĕ Фениль Алиуллов хутшăннă.
Территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе вырăна тухса йĕркелекен кашни тĕл пулурах муниципалитет органĕнче тăрăшакансемшĕн хăйсен ĕçĕнче усă курмалли ырă тĕслĕхсем пулаççех. Хальхинче те Çĕньялсен çĕнелĕвĕ ĕçтешĕсене хавхалантарнă. Чăн малтанах ырă йăла-йĕркепе хăнасене Геннадий Айхи ячĕллĕ Çĕньялти шкулта поэтăн хĕрÿллĕ сăввисемпе хапăл туса кĕтсе илнĕ хыççăн кунти музейпе тĕплĕн паллашнă. Хăнасене музейре 50 ытла чĕлхепе кăларнă кĕнекесем вырăн тупни чăннипех тĕлĕнтернĕ.
Канашлăва хутшăннисем территори пайĕн социаллă пурнăçĕпе, культура аталанăвĕпе паллашнă, тĕрлĕрен объекта те çитсе курнă. Акă, иртнĕ çул Çĕнтерÿ юбилейĕ ячĕпе Анат Тăрмăшĕнче халăх пуçарăвĕпе Аслă вăрçă паттăрĕсене асра тытса лартнă палăка тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çак ĕçре уйрăмах Сергей Петров пысăк хастарлăх кăтартнă.
Çĕньял территори пайĕнчи Çăл Атăкри купель, çĕр айĕнчен тапакан çăл куç ял халăхĕшĕн çеç мар, ыттисемшĕн те чуна тасатмалли сăваплă вырăн пулса тăнă. Ял хĕрринчи лапамра вырнаçнă çак территорие хăтлăх кÿрес тĕлĕшпе Вениамин Остроумов хисеплĕ ентеш пысăк пулăшу панă. Халĕ те сахал мар тимлĕх уйăрать. Сăмах май каласан, Шупашкарта пурăнакан ентешĕ Çăл Атăк пуçланса кайнипе çыхăнтарса чул-палăк та вырнаçтарнă. Çакă та ял историйĕшĕн, кунта пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пысăк парне вырăннех пулнă.
Çак тăрăха хапăл тăвакан хăнасем хăйĕн хисеплĕ ятне тĕнче шайне кăларма пултарнă Геннадий Айхи поэтăн вил тăпри умĕнче пулмасăр каймаççĕ. Территори пайĕн пуçлăхĕсем те масар çинче пулнă, тăван çĕрте канлĕх тупнă поэтăмăр канлĕхĕшĕн пуç тайнă. Çакна та палăртса хăвармалла: Çĕньялсем масар картисене те, унăн умĕнчи часовньăна та халăх бюджечĕн программипе çĕнетсе капăрлатнă.
Территори пайне Мария Мадюкова ертсе пыма тытăннă хыççăнах Çĕньялти çул хĕрринче йывăçсемпе хытхура ашкăрса кайнă вырăнта культурăпа кану паркĕ уçăлчĕ. Кунта сцена та пур, утма çул та хывнă. Канма питĕ лайăх вырăн. Паян вăл кану вырăнĕ çеç мар. Ял халăхĕпе канашласа вĕсем кунтах тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнă салтак-ветерансене хисеп туса палăксем лартнă. Кунтах Чечен вăрçинче пуç хунă икĕ ентеш, СВОра пурнăçне татнă виçĕ паттăр ячĕсемпе Асăну хăмисем те вырнаçтарнă. Кану паркне хăтлăлатассипе малалла та ĕçлеççĕ.
Юлашки çулсенче округри территори пайĕсем пуçару бюджечĕн программипе, халăх, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе чылай çĕнелсе, улшăнса пыраççĕ. Çĕньял тăрăхĕнче те ку тĕлĕшпе ырă улшăнусем çук мар. Акă, кăçал çеç Анат Тăрмăш масарĕ патне каякан çула чул сарса тикĕсленĕ. Пархатарлă ĕçе каллех халăх кар тăнипе пурнăçланă, 400 пин тенкĕ укçа пуçтарнă.
Пĕтĕмлетÿ калаçăвĕнче территори пайĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова кăçал халăх бюджечĕн программипе 3 проекта пурнăçа кĕртме палăртнине пĕлтернĕ. Ыйтусене ял халăхĕпе канашласа, пуçарулăха шута илсе çĕкленĕ. Вĕсем пурте ял инфратытăмне хăтлăлатассипе çыхăннăскерсем.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
