Калав.
Хĕрĕх пĕрремĕш çулхи май уйхĕнче Тĕкмер Микулĕпе пĕрле Ваççана та салтака илсе кайрĕç. Çамрăксене Украина тăрăхне, Львов хулинчи офицерсене хатĕрлекен çар шкулне, ячĕç. Çирĕп йĕркепе пурăнма хăнăхасси йывăрах мар, анчах виçĕ класс кӑна пĕтернĕ çамрăксене кăткăс çар ĕçне вĕренме çăмăл мар иккен. Икĕ эрнерен присяга тыттарчĕç. Казармăра «стариксен» шутне кӗнӗ салтаксем вăрçă çывхарса килни çинчен, нимĕç çарĕ пирӗн çӗршыв çине тапăнма хатĕрленни çинчен кашни самантрах калаçатчĕç. Чăвашран килнĕ, анчах салтак тумӗ тӑхӑннӑскерсене çакăн пек калаçусем ĕненмелле мар пек туйăнатчĕç. Ҫар чаçӗнче кулленхи пурнăç иртет. Никам та нимĕнле вăрçа та хатĕрленмест. Çамрăк салтаксене те пӑшалтан пеме полигона пĕрре кăна илсе кайса килчĕç. Пăшалĕсем пурин валли те çитмеççĕ. Виçĕ салтака ‒ пĕр пăшал.
Пĕр ир ахăр самана пуçланчĕ. Самолетсем чĕрене çуракан сасă кӑларса вĕçеççĕ, бомбăсем ӳкеççĕ те ӳкеççĕ. Йĕри-тавра çĕр сирпĕнет, казармăсем çунаççĕ, çуртсем ишĕлеççĕ. Тумланма та ĕлкĕреймен салтаксен юнлă виллисем унта та кунта выртаççĕ, аманнисем кăшкӑраççĕ. Сехри хăпнă Ваççа вăр-вар тӑхӑнчӗ те хӗç-пăшал пӳлӗмӗ еннелле чупрĕ ‒ иккен, бомба ӳкнипе унта пуш-пушă вырăн кăна тăрса юлнă. Хăрăмпа вараланма ĕлкĕрнĕ йĕс патронсене çĕр çинчен илчӗ, чĕтрекен алăпа гимнастерка кӗсйисене чиккелесе хучӗ. Пӑшал тупаймӑп-ши тесе ун-кун пӑхкаларӗ ‒ куç тӗлне пулмарӗ. Чарăнса тăмасăр уçă сывлăша тухса ним тума пĕлмесĕр офицерсене куçпа шыра пуçларĕ. Ваççа пекех, пурте çухалса кайнă. Нимĕç самолечĕсем курӑнми пулсан таврана пĕр вăхăт шăплăх карса илчĕ. Ун хыççăн кашнин хăлхинче хăрушла пушар шавĕ, аманнă çынсем пулăшу ыйтса ахлатни янраса тӑчĕ. Тепĕртакран вара кӑвар айне пулнă патронсем хăйсене хăйсемех сирпӗнме пуçлани нимĕçсем пеме тытӑннă пек туйăнчĕ.
Командирсем йĕрке тăва пуçласан чĕрĕ юлнисем лăпланса приказсем илме пуçларĕç. Аманнисене пурне те шута илсе лавсемпе, автомобильсемпе тыла, çурçӗр енне, ăсатма тăрăшрĕç. Йывăр аманнисене лазаретрах вырнаçтарчӗç. Вилнисене пĕр пысăк лапама тирпейлесе пытарчĕç. Ытти салтаксемпе пĕрле çак ĕçсене тунă май Ваççа чунӗнче йывăр шухăшсем çуралчĕç. Мĕнле-ха капла, эпир Тӑван çӗршывӑмӑр чи хăватли, вăйли тесе шутлатпăр вĕт-ха, паян вара эсрел нимĕçӗсем пирĕн çӗр çине хӗç-пăшалпа килчĕç, халĕ те çапăçма тивет-ши? Тиветех, çакна бомбăсем ӳкни çирӗплетет. Тем вăхăт иртсен командирсем вăрçӑ пуçланнине пĕлтерчĕç. Ваççасен чаçĕ каçхине планпа палӑртнӑ позицисене кайса тăшмана кĕтсе илме хатĕрленме тытăнчĕ. Кашни салтак валли пăшал çитмест, патронсем те сахал. Ваççана пăшал памарĕç, кам та пулин вилсен унӑнне илĕн терĕç.
Тепĕр икĕ кунтан офицерсем пурне те пысӑк çапӑçӑва хатĕрленме каларĕç. Траншейăна тарăнлатса пĕренесемпе çирĕплетсен салтаксен чунĕсем кăшт та пулин лăпланаççӗ пек. Акӑ таçта инçетре нумай-нумай мотор кĕрлени пĕр сас пулса, çынна шиклентерекен хулăн сасса куçса çывхара пуçларĕ. Командир приказ пачĕ: мĕнле хĕç-пăшал пур, пĕтĕмпех хатĕрлемелле. Траншейăсем патне çитиччен пĕр-икĕ километр юлсан танксен сасси шăпланчĕ. Ваççапа Тĕкмер Микулӗ çак ăнланмалла мар хӑрушӑ вӑхăтсенче пĕр-пĕрин çумĕнче пулма тăрăшрĕç. Нумаях та вӑхăт иртмерĕ, тупăран пеме тытăнчĕç. Эх, шеремет, пуçларĕç нимĕçсем снарядсенчен тӳпелеме. Пĕр самантрах йĕрке пĕтрĕ. Командир сасси илтĕнмест, кашни салтак снарядсенчен сыхланса юласшăн, траншея тĕпне, çĕр çумне лӑпчăнать. Снаряд никама та шеллемест. Вӑл лекнĕ вырăнта ‒ вилнисем, аманнисем, ӳт татăкĕсем таврара сапаланни, салтаксем кӑшкăрни, ахлатни... Çакна тӳсме питӗ йывăр. Ваççа çумĕнчи куçлӑхлӑ пĕр çамрăк лейтенант чăтаймасăр ухмаха тухрĕ пулмалла. Траншейăран сиксе тухрĕ те ним тĕлли-паллисĕр нимĕçсем еннелле чупрĕ. Нумай та каяймарĕ, снаряд ун умĕнче ӳксе лейтенанта тĕп турĕ.
Çак çапăçура хӗç-пăшал çитменнине пула нумай салтак вилчĕ. Чĕрĕ юлнисене тăшман тыткӑна илчĕ. Унта ним тăвайманлăх, тарăху хăвачĕ хуçаланать. Эрешмен хӑй картине лекнӗ шăна сĕткенне мĕнле ĕмме пуçлать, çавăн пек ĕмет салтакăн вăй-халне тыткӑнри пурнӑç. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ пулсан та, вӑл вӑхӑта ватă салтак халĕ те манман.
Тыткӑна илнĕ салтаксене пурне те ăçта хупса хума пулать, çавăнта тытма тӑрăшрĕç: пӗрисене ‒ пурăнакан çуртсенче, теприсене ‒ тĕрлĕрен хуралтăсенче. Ваççа кĕçĕн офицерсен ушкăнĕпе анлă лаша витине лекрĕ. Чылай салтак вырнаçрĕ кунта. Уямасăр тӳпелерĕç. Аманнисем, халтан кайнăскерсем, хӑйсене валли алăкран айккинерехри кĕтесре вырăн тупма тăрăшрĕç. Ыттисем кам мĕнле вырнаçма пултарчĕ, çавăн пек майлашрĕç.
Тем вӑхӑтран пĕр полковник килсе пурне те нимĕçсем енне куçса Совет çарне хирĕç çапăçма чĕнчĕ. Икĕ капитан самант ун патне çитсе тӑрса тӳпелеме тытӑнчĕ. Петлицӑллӑ полковник вӗсенчен аран тарса хӑтăлчĕ. Нимĕç сыхлавçисем пулӑшман пулсан, тен, витерен тухаймастчĕ те пулĕ вӑл. Тепĕртакран хăюллă капитансене çурăмĕсенчен прикладсемпе шеллемесĕр нăч! та нăч! çапа-çапа витерен илсе тухса кайрĕç.
Кӗçех вите патнелле ура сассисем çывхарни илтӗнчĕ. Тепĕр самантран алăк çиллессĕн уçăлчĕ те, тыткăнрисем умĕнче совет офицерĕ, хальхинче майор петлицисемпе, унпа пĕрле икĕ нимĕç салтак сыхлавçи маузерсемпе çутă урамран тĕттĕм витене кĕрсе тăчĕç. Куç хăнăхиччен пĕр вӑхӑт чĕнмесĕр тăнӑ хыççӑн нимĕç салтакĕ пăшалтан çӳлелле пĕррех печĕ те вырăсла аран-аран ăнланмалла кăнттам сасăпа кăшкăрса пурне те тăма хушрĕ. Кам мĕнле пултараять, салтаксем тăркаларĕç. Малалли пулать
Август 2026 |
