Следователь фашист юлашкисене тĕп тума строя тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 14:45 Просмотров: 80

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Украинăри ятарлă çар операцинчен гуманитари пулăшăвĕ илме килнĕ Исса Плиев ячĕллĕ Осетинсен 166-мĕш полкри Константин Илюткин, Давид Багиев тата Олег Калоев умĕнче чăн-чăн çар çыннисем пекех строй маршĕпе утрĕç. Пăхса тăма та кăмăллă. Унтан ачасем çар техники çине ларса курчĕç, хăнасенчен броньран тунă автомашина пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлчĕç. Неонацистсемпе кĕрешекенсемпе сăн ÿкерчĕксем турĕç. Асăннă полкра службăра тăракан чăваш каччи, пирĕн ентеш Костя Илюткин пĕлÿ çуртĕнче вĕрентекенсемпе ăс пухакансене ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшнăшăн командовани ячĕпе Тав çырăвĕ пачĕ.

— Шăпах çак шкул ман чунра патриотлăх туйăмне вăйлатма пулăшрĕ, — терĕ Костя. 1990 çулта вăл Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралнăскер Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 2008 çулта Шупашкарти Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетăн юридика факультетне аслă пĕлÿ илме кĕнĕ. Ĕнерхи студент диплом илсенех çар ретне тăнă. Конституци тивĕçне Крымра пурнăçланă, шăпах ăна каялла Раççее тавăрнă çĕре хутшăннă. Константин Валериевич ун чухнех «Крыма тавăрнă çĕре хутшăннăшăн» медале тивĕçнĕ. Çар аттине хывнă хыççăн хăйĕн пурнăçне шалти ĕçсен министерствипе çыхăнтарнă. Республикăн тĕп хулинче 9 çул следовательте ĕçленĕ, кайран управленинче вăй хунă. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан фашист юлашкийĕсемпе кĕрешме каяс шухăш кĕнĕ. 2024 çулхи декабрьте контракт çырнă.

Чун ыйтнипе —

çĕршыва хÿтĕлеме

Ентеш 2024 çулхи август уйăхĕнче йĕркеленнĕ осетинсен полкне лекнĕ. Сăмах май, пĕлтĕр çак полка Раççей Президенчĕ Владимир Путин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ Исса Плиев ятне панă.

— Пирĕн штурмлакан полк шутланать, пĕрремĕшпе иккĕмĕш отряд çапăçăва пĕрремĕш кĕрекеннисем. Эпĕ эвакуаци ушкăнĕн ертÿçи. Неонацистсем хăйсен çыннисене те хĕрхенмеççĕ, çавăнпа та нумай чухне вырăнти халăха та пулăшу пама, перкелешÿ пынă çĕртен илсе тухма тивет. Аманнисене больницăна ăсататпăр, вилнисене морга леçетпĕр. Вĕсем хушшинче ачасем те пур. Унта пурăнакансем çакна пĕлсе тăрсах пире хирĕç. Вĕсем пирĕнпе калаçаççĕ, кайран хăйсемех сутаççĕ. Чылай чухне çухатусем шăпах çав сутăнчăксене пула куратпăр. Пирĕн апат-çимĕç, куллен кирлĕ тата ытти япаласем упранакан складсем пурччĕ. Вĕсем ăçта вырнаçнине вырăнти çынсем кăтартнипе фашист юлашкисем йăлтах сирпĕтрĕç. Юрать салтаксем унта пулман... — терĕ ентеш калаçу сыпăнса пынăçем.

Çухатусем сахалтарах пулччăр тесе 166-мĕш полк позицине пĕр вĕçĕм улăштарать, çавна май блиндажсем тума хăмасем, маскировка сечĕсем питĕ нумай кирлĕ. Салтаксем ыйтнине халăх тивĕçтерме пулăшать.

— Гуманитари пулăшăвĕ илме çуралнă тăрăха ятарласа килтĕмĕр. «СВОи Батыревский район» волонтерĕсем пире валли маскировка сечĕсем пухса хунă. Вĕсене çыхакансене питĕпысăк тав сăмахĕ калас килет. Эсир — пирĕн пурнăçа, техникăна çăлакансем! Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те посылкăсем хатĕрленĕ, çырусем çырнă. Ачасен çырăвĕсене çитсенех салтаксене валеçсе паратăп. Вĕсене эпир пурте питĕ кĕтетпĕр. Хут çинчи сăмахсем пире малалла кайма, çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ, килте кĕтнине пĕлтереççĕ. Осетинчен те гуманитари пулăшăвĕ нумай килет. Халăх çапла пулăшни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, — тет Костя Батыр.

Патăрьел тăрăхне Кĕçĕн Патăрьел каччипе килнĕ Давид Багиевпа Олег Калоев Юхмапа Пăла тăрăхĕнче уçă чунлă, йывăрлăхра пăрахман çынсем пурăннине палăртаççĕ. Çакна хăйсем курса ĕненнĕ. Çар техникинче ларакан салтаксене асăрханисенчен 4-5шĕ пулăшу сĕннĕ. «Версаль», «Шерхан» тата ытти кафесем вĕсене тÿлевсĕр апатлантарни те кăмăллă пулнă.

— Пирĕн полкра осетинсемпе чăвашсем ытларах, ытти наци çыннисем сахалăн. Пурте туслă пурăнатпăр, анчах çак икĕ халăхăн çапăçури хастарлăхĕ е вырăсла каласан «боевой дух» пысăк, — терĕ Костя çарти пурнăçĕпе паллаштарнă май. Сăмах май, хальхи вăхăтра ентеш тăракан полк Чăваш Енрен мобилизациленĕ салтаксен полкĕпе, вĕсем вырнаçнă вырăна нумай пулмасть сирпĕтнĕ, пĕрле тăрать. Салтаксем пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, пурри-çуккине пĕрле пайлаççĕ.

Чăн-чăн паттăрсем

пирĕн хушăрах

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тĕл пулмассерен вĕсен çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Йывăрлăхсем пирки сăмах хускатмаççĕ, çĕршыва хÿтĕлесси чăн-чăн арçын тивĕçĕ пулнине çеç палăртаççĕ. Костьăпа калаçнă май та çакă лайăх сисĕнчĕ. Час-часах ятарлă заданисене кайма тивет пулсан та питĕнче ăшă кулă тăрать. Пĕрре пăхсан йăваш пек курăнакан çамрăк арçын чăн-чăн паттăр пулни те тÿрех паллă. Давид Багиевпа Олег Калоев юлташĕсем: «Костя пек ертсе пыракан çумра чухне пире нимĕн те хăратмасть», — терĕç.

— Малти линие кĕнĕ чухне хамăрпа пĕрле ĕçмелли-çимелли çителĕклĕ илсе кĕме тăрăшатпăр, анчах хăш-пĕр чухне ăна пайлама та тивет. Апат-çимĕç Чулхулара кăларакан «улан» машинăпа илсе пырса параççĕ, — тет ятарлă çар операци участникĕ.

— Юлашки вăхăтра республика территорине час-часах пилотсăр вĕçекен аппаратсем килни халăхăн чунне шиклентерет. Мирлĕ çынсене фашист юлашкисем мĕншĕн çапла хăратаççĕ? — ыйтрăм çар çыннинчен.

— Неонацистсене халь ют çĕршывсенчен килнĕ салтаксем те пулăшаççĕ, апла пулсан та хăйсем çĕнтерейменнине пĕлеççĕ. Вĕсене йывăр, çавăнпа мирлĕ халăха тапăнаççĕ те, — терĕ ман ыйтăва уçăмлатса ентеш.

Маттур та патриот туйăмлă ывăл çитĕнтернĕшĕн Костьăн ашшĕпе амăшне, Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан Валерийпе Мария Илюткинсене ырă та ăшă сăмах каламалăх пур. Мăшăр икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Паяна йăха тăсакансем — Димăпа Костя — Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Шăллĕ контракт çырнине пĕлсен тетĕшĕ те тепĕр икĕ уйăхран хăй ирĕкĕпе неонацистсене хирĕç кĕрешме тухса кайнă. Иккĕшĕ те пĕр полкрах, анчах кашнийĕн тивĕçĕ уйрăм. Вĕсене çывăх çыннисем çĕнтерÿпе таврăнасса чун-чĕререн кĕтеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика