Юрий ИСАЕВ
Йĕркеллĕ çывӑраймарĕ Василий Александрович, çĕрĕпе те çывăраймарĕ. Каçхине Натиç уйран уçларĕ те, пӳрте илсе кĕчĕ. Ваççа мĕн пĕчĕкрен юратакан, ирӗксӗрех сĕлеке кăларакан тин кăна ӳкнĕ çу, уйран шăрши пӳрте сарăлсан юлашки вăхăтра вăй çуккипе выртса тăракан кил хуçи чăтса тăраймарĕ, пĕр курка уйранпа самай хулăн хура çăкăр чĕллине юраманнине пĕлсех çисе киленчĕ.
Ир енне çеç, хĕвел тухсан, кăтӑш пулса илчĕ. Выçă ĕнепе сурăхсене кил картишӗнчен хăваласа кăларнă чух вăранса çак кĕске вăхăт хушшинчех темĕнле тĕлĕк курнине аса илсе выртрĕ. Ашшĕ тĕлленчĕ. Эккей, юлашки хут ӑна çемьере кĕçĕнни, ĕмĕр кĕтнĕ Миша ывăл, çуралсан тĕлĕкре курнăччĕ. Мухтарĕ ывӑлне. Тĕлĕнмелле, хăй пур пек, çав вӑхăтрах курăнмасть. Таçтан çӳлтен, пĕлĕт хушшинчен, тухрӗ пек. Ӗçпе хытнă кăтăр-кăтăр ӳтлĕ алă лаппипе Ваççана пуç лĕпкинчен ачашласа шӑлчӗ те тĕтре евĕр таçта сĕвĕрĕлчĕ. «Ваçук, манăн кукша Ваçук, тăрăшрăн, Раçка йăхĕн мал ĕмĕчĕ пур», ‒ кăмăллă сасӑ çеç илтĕнсе юлчĕ. Ачине юратакан ашшӗн ачашлăхне аса илчĕ Ваççа. Ашшĕ ялан ăна ачашласа: «Манăн кукшам, кукша Ваççа», ‒ тесе кăпăшка та çемçе, кăтрашка çӳçлĕ пĕчĕк пуçӗнчен шӑлса калатчӗ. Ĕмĕр ĕмĕрлесе те хăпмарĕ унран çак ашшĕ панă ят. Пуриншĕн те вăл Кукша Ваççа пулса тӑчĕ. Ача чухне, йĕкĕт çулĕсенче кӳренкелетчĕ Кукша тесе калакансене, каярах хăнăхрĕ. Вăхăт иртсен кирек кам ӑна çапла чĕнсен те ашшĕ чĕннĕн туйӑнатчĕ. Ашшĕ патне те çак ятпах кайĕ.
Пулни-иртнине аса илсе çитĕ. Кун кунлама хĕвелĕ килчĕ, çавăнпа савăнас. Килти ĕçсемпе аппаланасси пулмасть пулĕ, хуть çутӑ кунпа киленес. Картишĕнче Натиç выльăхсене итлеттерес тесе сассине хытарса калаçни илтĕнет. Мишша салтакран килмеллине асрах тытать Ваççа (июнь пуçламăшĕсенче тăван киле çитесси çинчен çырура çырнăччĕ).
Натиç пӳрте кӗрсен Ваççана ирхи апат тумаллине аса илтерчĕ. Упăшкин пач та çиес килмест. Арăмĕн кăмăлне хăварас мар тесе кӑна сĕтпе пĕçернĕ рис яшкине виçĕ-тӑватă кашăк сыпкаларĕ те сĕтел хушшинче ларсах урамалла чӳрече витĕр тинкерчӗ. Пысăках мар çерçи ушкӑнĕ çул çинчи тарăнах мар лупашкара чĕвĕл-чĕвĕл туса пĕр-пĕринпе ӑмӑртнăн шыв ăшне вăрт кăна кĕрсе тухаççĕ те хăвăрт-хăвăрт çунаттисене силлесе ниçта кайса кĕме çук савăнаççĕ. Çав вӑхăтрах тарӑхса чăй-чай! тесе ялан хăйсен хушшинче тем пайлаççĕ. Çын шучĕпе, çак пĕчĕк чунсен ним пайламалли те çук пек, анчах çерçисен хӑйсен пурнăçĕ.
‒ Ваççа, пӳртре урамалла пăхса лариччен кил умне тухса хĕвел питтинче уçăлкаласа çӳре. Кунĕпе выртса, ларса та йӑлăхтарать пуль. Тух, урай çăвас тетĕп-ха, ‒ хăйĕн кăмăлсăрлăхне палăртать Натиç.
Чирлĕ çыннăн урама тухас кăмăлĕ те çук, анчах вырăнпа выртса тăма пуçласан Натиçе хирĕç пулса ытлашши тавлашас та килмест. Каккуй унта хăр-хар тума, вăрçă суранĕсем пусараççĕ.
Çине хӑнăхнă яланхи тум тăхăнса тухса малтан хапха умĕнчи сак çинче çут çанталăкпа киленчĕ Ваççа. Ăна курсан çерçисем пăр-р-р! туса урăх çĕре вĕçсе кайса чĕвӗлтетме пуçларĕç. Çу пуçламашĕ, пĕтĕм тавра чечекленет, илемленет, хăй вӑйне кăтартас тесе ӳсен-тăранĕ ырӑ шăршине сарать, мӗн пур чĕрĕ чунӑн тĕрлĕ-тĕрлĕ сасси таврана ян каять. Çĕрĕ тата… Ҫак вăхăтра типнĕ патака çӗре чиксен те вăл çулçă кăларать пулĕ.
Пурнăç илемне ватăлас умĕн е ватăлсан ытларах куран, ăнланан. Çавăн чухне çеç чун киленĕçпе тулать. Айккинчен пăхсан йӑмӑхтаракан хĕвел пайăркисене пула куçне хĕснĕ, сак çинче хускалмасăр ларакан Кукша Ваççа çывăрса хытса кайнăн курăнать пулĕ.
Пĕр вăхăт ларсан, тем, шăм-шакра вăй хушăннă пек туйăнчĕ. Ҫак туйăм ултавлă, самантлӑх çеç иккенне ватă çын ăнланать, анчах та халӗ унăн малашне те çаплах пуласса ах мĕнле ĕненес килет. Юлашки икĕ çул хушшинче унăн çывăх пулăшуçи ‒ шĕшкĕ патакĕ. Салтака кайиччен ывăлĕ вăрмантан ашшĕ хӑй ыйтнипе икĕ патак илсе килнĕччĕ. Пĕри меллĕрех пулчĕ: вăрăм, çӑмăл. Хăш чух пӳ çитеймен пирки унпа пĕр-пĕр япала çӳлтен туртса илме пулать.
Ваççа ерипен тăрса вăрăмах мар Вăтакас тăрăх, унтан кантăр вырăнне çитсе хăйсен пахчи тавра çаврăнас шухăшпа васкамасăр ута пуçларĕ. Тепĕртакран Аврам Мишши çурчĕ умӗнче чарӑнчĕ. Миша ăсталанă сак çине ларса канас терӗ. Юлташĕ ӗçчен. Мĕн ачаран пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Вăрманта утар тытать, çав вӑхăтрах пĕчĕк пахчинче те вĕллесем пур. Кӳршĕсене хурт тапăнса ан чăрмантартăр тесе пахчи йĕри-тавра çатан вырăнне çӳллĕ шĕшкĕ тĕкме тытнă. Иккен, вĕлле хурчĕ çӳллĕ вĕçмест, çавăнпа аяккалла каяймаççĕ. Шельмă, Михаил Аврамович темĕн те пĕлет. Вăрçăра та патвар çапăçнă. Хĕсметре вăрçă пуçланичченех тăнă. Темиçе орденпа медале тивĕçлĕ пулнă. Вăтакас ытла вăрăм та мар. Паян кунта пурăнакансем нумях мар пулсан та вӗсен хушшинче виçĕ вăрçăра çапăçнă аçынсем пур. Мишшасемпе кӳршӗллӗ Симун тете пурăнатчĕ. Граждан вăрçинче те çапăçнă, финнсене хирĕç те пăшал çӗкленĕ, каярах нимĕçсенчен Ленинград хулине хӳтĕленĕ.
Хамăр çумри Санюкка Микулĕ те тăватă çул вăрçăра пулнă. Тăватă нимĕçе автоматран çулса пăрахнă хыççăн «Паттӑрлӑхшӑн» медаль панине те калатчĕ. Мĕнле кăна терт курман Вăтакас халăхĕ. Вăрçăра та, кулленхи пурнӑçра та. Чӑтнă. Халĕ ĕнтĕ ӗç-пуç майлашăнса пырать. Мишшапа эпир çамрăк чух темиçе вăрçа хутшăнса вăйлӑ çапăçнă Лазăр тетене хисеплеттĕмĕр. Пĕрре вăл пире хăйне С.М. Буденный панă Хисеп грамотине те кăтартнăччĕ. Арăмне те ют çĕртен, вырăса, илсе килсе чăвашлатрĕ. Патша вăхăтĕнче тунă фотоӳкерчĕкри сăнĕ асрах тăрать. Унта вăл офицер тумĕпе, кăкăрĕ çинче хĕрес евӗрлĕ икӗ награда: е медаль вăл, е орден, халĕ ĕнтĕ астумастăп. Аллинче илемлĕ йăлтăркка çутă хĕç. Ăçтан çавăн пек маттур пулайнă вăл? Кашни пултараймĕ.
Ваççан аса илӳ çиппи татӑлмарӗ. Вӑрçӑ тапхӑрӗнчи самантсем пӗрин хыççӑн тепри куçӗ умне туха пуçларĕç. (малалли пулать)
Август 2026 |
