Треньелĕн хĕвел анăç пайĕнче, Сызрань-Çĕрпÿ федераллă трасса леш енче, çак ялăн аслă лаптăкран катăлса юлнă пысăках мар çĕрĕ пур. Кунта ĕлĕк колхоз, унтан совхоз тырă-пулă, тымар-çимĕç çитĕнтернĕ, нумай çул ÿсекен курăксем акнă...
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче аслă çул тунă хыççăн кĕме-тухма çукран вăл ахаль выртакан вырăн пулса кайнă. Кунти хыт-хура çинче Ыхра Çырми ялĕн ĕне кĕтĕвĕсем çÿренĕ, айлăм вырăнта хупахпа пиçен, эрĕмпе вĕлтĕрен кашланă... Çакна курса Треньел çынни, республикăри Сбербанкăн Патăрьелĕнчи филиалĕнче инкассаци службин водитель-инкассаторĕнче ĕçлекен Валерий Петрович Игорев, нумайччен чĕрине ыраттарнă. Юлашкинчен вара лаптăка пĕтĕмпех масара ярасран сыхлас тесе пĕчĕк вăрман çитĕнтерме шутланă. 2006 çулхи çуркунне, вăл Тăрăн ял поселени пуçлăхĕпе В.П.Рубцовпа канашласа тата хăйĕн тăванĕсемпе тус-юлташне пухса Ыхра Çырмипе çыхăнакан ятсăр тарăн шырланăн икĕ енне пилĕк кун ĕçлесе виçĕ пин ытла хырпа чăрăш лартса хăварнă. Çакна та уйрăм палăртса хăвармалла: икĕ çулхи лăсăллă йывăç хунавĕсене унта-кунта мар, вăрман посадкисенчи пек сухаласа тунă тÿрĕ йĕрсем çине кĕреçепе тарăн шăтăксем туса лартса тухнă, шыв сапса нÿрлентернĕ.
— Пулас парк никĕсне хывма чăн малтанах хамăр ял çыннисем Екатерина тата ИринаТерентьевасем, Николай Логунов, Дария Иванова, Николай Пчельников, Алексей Муськин тата унăн мăшăрĕ, Положинсен çемйисем тата ыттисем те, пурне те асăнса пĕтерейместĕп, пысăк вăй хучĕç. Аттепе анне вара — вăрçă ачисем — Петр Терентьевичпа Дария Макаровна пуçласа йывăç лартакансем пулчĕç, — аса илет икĕ теçетке каяллахи вăхăта паян Валерий Петрович Игорев.
Тăрăшни сая кайман — йывăçсем парка
ÿсме пикеннĕ. Çакăнпа хавхаланса Валерий Петрович çак катара кашни çулах йывăç лартмалли нимесем йĕркеленĕ. Малалла вара ытти лаптăксенче вăрмантан илсе килсе хурăн, пилеш, çăка, лиçвĕ чылай лартнă. Пĕрлех панулми, чие, слива, сырлан, хура пилеш тĕмĕсем, хăмла çырлисем ешерме пикеннĕ. Ку кăна та мар-ха. Вăл хăйĕн тусĕсем урлă тупса çак лаптăкра пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан йывăç-тĕм сахал мар кÿрсе килнĕ. Уйрăммăн илсен, кунта каштан, аçтăрхан мăйăрĕ, кедр, уртăш ÿсеççĕ, кăвак чăрăшсем, хăмăр хурăнсем, хĕрлĕ юмансем тата ытти те пур. Чăн-чăн дендрари тесен те юрать.
Çут çанталăк тусĕ йывăçсем лартнă хыççăн çăл тухса тăракан вырăнта пусă чавтарнă, ăна чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ. Пилĕк çул каялла ăна çĕнетсе тата тарăнлатнă. Шывĕ вара таса та питĕтутлă. Ăна хăшĕ-пĕрисем пысăк савăтсене тултарса килĕсенех илсе каяççĕ. Çут çанталăк тусĕ парка ытти енĕпе те илемлетме тăрăшать.
Йывăçсем ÿссе те аталанса пынă май халăх «Парк» ят панă вырăнта ÿсен-тăран тĕнчи те вăйлă аталанса кайрĕ. Кунта халĕ сиплĕ курăксем ĕрчеççĕ, уплюнкка, хыр кăмпи, масла кăмпи лаптăкĕсем сарăлаççĕ. Пĕрлех тискер чĕрчунсем килсе йăвасем тăваççĕ. Çырма çумĕнчи кÿлле вара кăвакалсем иленеççĕ, тĕрлĕ кайăк килсе йăва çавăрать.
Пушă выртакан лаптăк çĕнелсе улшăннине шута илсе 2017 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче Тăрăн ял поселени пуçлăхĕн йышăнăвĕпе çак лаптăка, вăл 6,6 гектар йышăнать, «Патшалăх уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕ» тесе палăртнă. Ăна вара никĕслевçине хисеплесе «Игорев паркĕ» теме йышăннă. Çав çулхине парка район шайĕнче сумлă лару-тăрура уçрĕç. Тивĕçлĕ документсене хатĕрлесе пĕтернĕ хыççăн 2019 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче çутçанталăк паркне Чăваш Республикинчи Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин ятарлă реестрне кĕртнĕ.
20 çул хушшинче «Игорев паркĕ» тĕлĕнмелле улшăнчĕ. Халĕ кунта чăн-чăн вăрман кашлать. Апла пулин те вăл малаллах аталанса пырать. Виçĕм çул, акă, Валерий Петрович тăрăшнипех паркăн çÿрçĕр пайĕнче пысăк ниме йĕркелесе тĕрлĕ вăрçăра, çав шутра Украинăри СВО-ра пуçне хунă янташсене асăнса икĕ пин тĕп юман, вун-вун чăрăш тата пилеш тĕмĕсем лартса хăварнă. Темиçе çултан кунта та лаштра вăрман пулса каятех.
Николай ЛАРИОНОВ,
Раççей журналисчĕсен
Союзĕн членĕ
Август 2026 |
